«Çемье» наци проекчĕ çемьесене тĕрлĕ енлĕ пулăшать, социаллă пулăшу, демографи, пурăнмалли çурт-йĕр, вĕренÿпе культура сферисенчи ыйтусене татса парать. Проектăн тĕп тĕллевĕ – çемьесен, уйрăмах нумай ачаллисен йышне, вĕсен пурнăç условине ÿстересси, çемье хаклăхĕпе йăли-йĕркине упрасси.
Халĕ çамрăк çемьесем асăннă проект пулăшăвĕпе çемье бюджетне перекетлĕрех тума пултараççĕ. Пĕчĕк ачана ÿстерме пĕр вăхăтлăх кăна кирлĕ хаклă япаласемпе прокат пунктĕнчен илсе усă курма май пур вĕсен. Çак услугăна халăха пулăшупа тивĕçтерекен Муркашри центр йĕркеленĕ. Округри çемьесем пĕчĕк ачана кирлĕ çак япаласемпе усă курма пултараççĕ: кровать, коляска, ачана хурса чĕркемелли сĕтел, манеж, ходунок, автокресло, автолюлька тата ытти япала. Услуга уйрăмах пĕрремĕш ача çуратнă çамрăк ашшĕ-амăшĕшĕн меллĕ. Çак япаласемпе усă курни вĕсене укçа-тенкĕ перекетлеме тата ача валли лайăх услови тума пулăшать. Халăха пулăшупа тивĕçтерекен Муркашри центртан пĕлтернĕ тăрăх, унти ассортиментпа 6 уйăхран мала мар усă курма юрать тата тÿлевсĕр. Енчен те япаласем çемьене малашне те кирлех пулсан, килĕшĕве ача икĕ çул тултариччен тăсма пулать. Центр ку тĕлĕшпе çак категорисемпе ĕçлет: студентсен çемйисем (35 çулччен), çамрăк çемьесем (35 çулччен), ашшĕ е амăшĕ кăна пулсан, нумай ачаллă çемьесем, сахал тупăшлă çемьесем, йывăр шăпаллă çемьесем, ОВЗ категорири ачаллă çемьесем, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă тата тăлăх ача ÿстерекен çемьесем, ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем тата ыттисем. Центра Муркашра иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче уçнă. Иртнĕ çул прокат услугипе 20 çемье усă курма пултарнă. Кăçалхи январь – июнь уйăхĕсенче – 37 çемье, вăл шутра: сахал тупăшлă çемьесем – 5, СВО çемйисем – 5, нумай ачаллă çемьесем – 14, çамрăк çемьесем – 12, ачана пĕччен пăхакан 1 çемье. Çак çулталăк пуçланнă чухне çемьесем ачана уçăлма илсе тухмалли коляскăсене ытларах ыйтнă, вĕсемпе 10 çын усă курнă. Тин кăна çуралнă ачасен коляскине 7 çынна панă. Автокреслăна 13 çын ыйтнă. Автолюлькăпа 11 çемье, ачана апатлантармалли сĕтелпе 9 çемье усă курнă. Интерактивлă кĕвĕллĕ теттене те лайăх илеççĕ, ăна 18 çын илнĕ, шезлонг 11 çемьене тивнĕ. Центрăн услугипе усă курнă çемьесем прокат питех те вырăнлине палăртаççĕ тата вĕсем валли çакăн пек майсем туса панăшăн тав тăваççĕ. Прокат ĕçлени ашшĕ-амăшне финанс ыйтăвне татса парасси çине мар, ачана пăхасси çине ытларах тимлĕх уйăрма май парать. Çавăн пек ĕçлесе пырать Муркашри прокат пункчĕ. Унта ачаллă çемьесене кĕтеççĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
