Сăн ÿкерчĕкре Муркашри Зойăпа Лев Любимовсене куратăр. Вĕсем район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, тăрăшуллă ĕçпе ырă ят-сума тивĕçнĕ. Хисеплĕ мăшăр пурнăç çулĕпе сумлă 50 çул пĕрле утать. Çак вăхăтра савăнăçĕ те, пăшăрханмалли те пулнă. Çакна вĕсем йăлтах пĕрле пайланă, çемье телейне сыхласа хăварнă. Ачисене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Çамрăклăха таврăнар. Лев Степанович Кашмашри 8 класлă шкултан вĕренсе тухсан вырăнти «Свобода» колхоза ĕçлеме вырнаçнă. Унта виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн çар ретне тăнă. Тăван тăрăха таврăнсан вара ăна Шупашкар, хула пурнăçĕ илĕртнĕ, çапах та пĕчĕк çĕршыв чун-чĕрене çывăхарах пулнă пулас. Районти тĕрлĕ предприятире ĕçленĕ вăл. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕрен ăна ĕçтешĕсем хисепленĕ. 2014 çулта вара Лев Степанович тивĕçлĕ канăва тухнă. Зоя Александровна Шупашкар районĕнче çуралнă, Очăкассинче пурăннă. Çак ял шкулĕнче 8 класлă пĕлÿ илнĕ, ун хыççăн вырăнти К. Иванов ячĕллĕ хуçалăхра ĕçленĕ. Çапах та ятарлă пĕлÿ кирлине ăнланнă вăл. Чăвашпотребсоюзăн училищинче повара вĕреннĕ. 1975 çулта алла диплом илсен Муркаш райповне повара ĕçлеме вырнаçнă. Çак ĕçре пĕтĕмпе 37 çул тăрăшнă, çамрăк специалистсене ĕçе хăнăхтарнă. Тутлă апат-çимĕç ăсти хăйĕн кил-йышне тăтăшах тĕрлĕ техĕмлĕхпе савăнтарнă. Уйрăмах уяв сĕтелĕ вăл хатĕрленĕ çимĕçпе тулăх пулнă. Зоя Александровна ун хыççăн уйрăм предприниматель ĕçне пуçланă. Халĕ те вăл Муркаш пасарĕнче çак ĕçпе тăрăшать. «Сельхозтехника» предприятире слесарьте тăрăшакан каччă Муркаша нумаях пулмасть ĕçлеме килнĕ Зоя ятлă хĕрпе паллашнă. Иккĕшне пĕрле пулма Турă çырниех тейĕн, икĕ çамрăк чĕре хушшинчи туйăм вăйланса, хĕрÿленсе пынă. Лева Зойăна пурнăç уттипе хăйĕнпе пĕрле утма ыйтнă. 1976 çулхи июлĕн 30-мĕшĕ. Çут çанталăк чĕрĕлсе çитнĕ вăхăтра вĕсем пĕр çемье çавăрнă. Шур пĕркенчĕклĕ хĕр тата каччă пĕр-пĕрне ĕмĕр вĕçне тухиччен килĕштерсе пурăнма сăмах панă. Çак самант, паллах, вĕсен асĕнчен нихăçан та асран тухас çук. Манайăн-и çавăн пек çамрăклăха? Унтанпа сумлă алă çул çитрĕ ĕнтĕ. Халĕ вара вĕсем юратнă аттепе анне, кăмăллă асаттепе асанне, ял-йыш умĕнчи хисеплĕ çынсем. Вĕсен аслă хĕрĕ Алина Львовна «Солнышко» ача садĕнче воспитательте тăрăшать. Унăн мăшăрĕ Петр Иванович – ал ĕç ăсти. Вĕсен çемйинче виçĕ ача. Любимовсен иккĕмĕш хĕрĕ – Марина Львовна, икĕ ача амăшĕ. Вăл та предприниматель ĕçĕпе тăрăшать. Ывăлĕ – Алексей Львович, унăн мăшăрĕ – Диана Анатольевна. Вĕсен виçĕ ачаран тăракан çемйи те аслисен ĕçне малалла тăсма тăрăшать. Алексей Львович – предприниматель, мăшăрĕ – суту-илÿ сферинче. Асаттепе асанне ачисен тата сакăр мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ. Вĕсен çемйинче ырă самант ытларах пултăр.
Август 2026 |
