Паян сутлăхра тĕрлĕ мототехника пур. Анчах ашшĕ-амăшне вĕсене хăйсен ачисене туянса париччен хытах шухăшласа пăхма ыйтас килет.
Акă пĕр тĕслĕх илер. Муркаш шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен ача июнĕн 16-мĕшĕнче питбайкпа çул çине тухнă. Анчах руле çирĕп тытайманран çаврăнса ÿкнĕ. Нумай аманнăран ăна больницăна леçме тивнĕ. Паллах, никам та хăйĕн ачине япăх тăвасшăн мар. Анчах асăрханнине нимĕн те çитмест. Мĕншĕн тесен ачасем тĕрлĕ мототехникăпа инкеке лекнĕ тĕслĕхсем ытла та нумай. Хăрушă инкекпе вĕçленнисем те çук мар. Саккунсемпе те ашшĕ-амăшĕ валли административлă ответлăх пăхса хунă. Административлă штрафсем 30 пин тенкĕ таран. Ачасем паян каникулта пулнăран вĕсен пушă вăхăт сахал мар. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн çу кунĕсенче уйрăмах тимлĕ пулмалла.
Александр Щербаков , Муркашри шалти ĕçсен пайĕн патшалăх автоинспекци пайĕн пуçлăхĕ.
Июль 2026 |
