Ачасен пурнăçĕ ытларах çемьери лару-тăруран килет

Категория: Общество Опубликовано: 06.07.2026, 11:01 Просмотров: 194

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çĕр çинче пурăнакансен 3 проценчĕ наркотик капкăнне çакланнă. Раççейре кăтарту кăшт пĕчĕкрех: сиенлĕ хутăш витĕмне кĕрсе ÿкнисем 1 процента яхăн. Июнь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин наркологи диспансерĕнче наркотикпа чирлĕ 550 çын, Шупашкар хулинче 365 çын шутланса тăрать. «Çамрăксем наркотик сутакансен серепине лекни, наркăмăша пула вилни – 21-мĕш ĕмĕр инкекĕ», – тет Чăваш Енĕн тĕп наркологĕ Ирина Булыгина.

Наркотик пуç миминчен пуçласа организмăн пур органне те пĕтерет. Çак хăрушă сиен çын информацие тĕрĕс мар ăнланнинчен пуçланать, шухăшлава, ăс-тăна, тимлĕхе пĕтĕмпех пăccа яни патне çитерет. Çапла вара, çын хăйне хăй тĕрĕслесе тăма пăрахать, наркотик йышăнсан кăна тĕнчере савăнăç пур пек туйăнать ăна. Ку, паллах, тĕрĕc мар. Наркотика пĕр хутчен тутанни те организма каялла тавăрма çук сиен кÿрет. Çак утăма тăвиччен питĕ тĕплĕн шухăшламалла: кайран мĕн пулĕ? Наркобизнес тĕнчи питĕ хаяр. Ытларах тупăш тăвас тесе лабораторире темĕн те шухăшласа кăлараççĕ. Сăмахран, хăвăрт хăнăхтаракан, пысăк сиен кÿрекен синтетика хутăшĕ кăлараççĕ. Çул çитмен ачасем психоактивлă япаласене тутанма пуçланине пĕлме çак паллăсем çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла:

 шкулта япăх вĕренме пуçлани, малтан килĕшнĕ япаласем патне интерес çухатни;

 кăмăл-туйăм, ыйхă вăхăчĕ час-часах улшăнни;

 куç шăрçи пĕчĕкленни е сарăлни;

 çĕнĕ юлташсемпе туслашма пуçлани тата ашшĕ-амăшĕнчен пытанса калаçни;

 япаласем хушшинче шприцсем, тĕрлĕ хутăшлă пакетсем, пипеткăсем тупăнни.

Паллă ĕнтĕ, наркотиксем çамрăк ăрушăн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Ачасен пурнăçĕ ытларах çемьери лару-тăруран килет. Çемьере пĕрмай харкашу, килĕшÿ çук пулсан, вĕсем ытларах урама туртăнаççĕ. Ăc-тăнĕ çирĕпленсе çитменнипе лайăх мар ушкăн е аслăраххисен витĕмне хăвăрт çакланаççĕ. Çавăнпа та мĕн пĕчĕкрен ачапа вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшмалла, ача садне çÿренĕ вăхăтранах сывă пурнăç йĕркине тытма вĕрентсе, хăнăхтарса пымалла. Çемьере ĕçе явăçтармалла. Ача шкула кайсан, ăна кружоксене çырăнтармалла, спортпа туслаштармалла. Наркоманипе чирлисене тата вĕcен çывăх çыннисене Республикăри наркологи диспансерĕнче пулăшу параççĕ. Реабилитаци уйрăмĕнче вĕсемпе психиатр-наркологсем, психологсем, социаллă пулăшу паракан специалистсем ĕçлеççĕ. Наркотик серепине çакланнă çынсене медицина пулăшăвĕсĕр пуçне ĕç те тупса параççĕ, ниçта та пурăнма çуккисене вăхăтлăха пурăнмалли çурта вырнаçтараççĕ. Психологсем вара çемьери хутшăнусене майлаштарса яма пулăшаççĕ.

Реабилитаци уйрăмĕнче анонимлă наркомансен тата алкоголиксен ушкăнĕсем те ĕçлеççĕ. Çакăн пек пулăшăва илме Шупашкарти Пирогов урамĕн 6-мĕш çуртĕнче вырнаçнă Республикăри наркологи диспансерне чĕнетпĕр. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 23-41-60, 23-41-82, 58-03-84.

Антонина ТАБАРДАК, «Республикăри общество сывлăхĕн центрĕпе медицина профилактики, сывату физкультурипе спорт медицини» бюджет учрежденийĕн пай ертÿçи.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2