Яш-кĕрĕм куçĕнче – ырă малашлăх

Категория: Общество Опубликовано: 06.07.2026, 10:56 Просмотров: 194

Муркаш муниципалитет округĕнчи яш-кĕрĕм паян тĕрлĕ сферăра вăй хурать. Кунпа пĕрлех вăл округри обществăлла пурнăçа активлă хутшăнса хăйĕн пултарулăхне, пĕлĕвне кăтартать. «Пирĕн çамрăксем аслисен уттинчен юлмасăр тăван округа малалла аталантарассишĕн тăрăшни пирки иккĕленместĕп. Кунпа пĕрлех вĕсен тăрăшулăхне шанатăп, пултарулăхне ĕненетĕп. Çамрăксем – округ аталанăвĕн тĕп вăйĕ», – терĕ салам сăмахĕпе çамрăксене ума лартнă тĕллевĕсене пурнăçлама ăнăçу, çирĕп вăй-хал, ырă кăмăл, янкăр тÿпе, мирлĕ пурнăç сунса муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов.

Палăртса хăвармалла, округри лайăхвĕренекен 100 çамрăк вĕренÿри хастарлăхне кура тата ĕçри пултарулăхне шута илсе производствăра вăй хуракан 10 çамрăк кăçал муниципалитет округĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕç. Иртнĕ эрнекунхи уявра малашлăхпа пурăнакан çамрăксене тĕрĕс воспитани парса ÿстерессине тĕп вырăнта тытни тепĕр хут куç умне пулчĕ. Шăпах вĕсем пирĕн ĕçе малалла тăсакансем, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртекенсем, çĕнĕ технологисене алла илсе ăнăçăва кашнин патне çитерекенсем. Тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ яш-кĕрĕм – паянхи ялсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен пуласлăхĕ, малашлăхĕ.

– Пирĕн çамрăксем ял хуçалăхĕнче те, вĕренÿпе культурăра та, производствăра та, медицинăра та, строительствăра та пурнăç уттинчен юлмасăр ĕçлеççĕ. Çамрăксене ытлăçитлĕ ăс парса пурнăç çулĕ çине кăларассине, вĕсен аталанăвĕн пуçламăш утăмĕсенчех ял çыннин тата çĕр ĕçченĕн пурнăçне ăша хывассине хамăр ĕçĕмĕрте тĕп вырăнта тытатпăр. Çамрăксен çирĕп пуçарăвĕсем, творчество утăмĕсем çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме пулăшасси иккĕлентермест. Тĕллевсем лартма, ĕçлеме, тăван ен аталанăвĕшĕн тăрăшма ан ÿркенĕр çеç, – терĕ çамрăксен кунĕпе саламласа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов. Муркаш енре çамрăксен малашлăхĕшĕн калăпăшлă ĕçсем пурнăçлани куçкĕрет. Округри депутатсен Пухăвĕн ертÿçи Александр Давыдов çакăн çинче чарăнса тăчĕ. «Единая Россия» парти проекчĕсем пулăшнипе округра калăпăшлă ĕçсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ: ялсенчи культура учрежденийĕсене юсаççĕ,çулсем тăваççĕ, шыв пăрăхĕсем хураççĕ. Уява пухăннă хĕрсемпе каччăсене çамрăксен кунĕпе муниципалитет округĕн депутачĕ, Хисеплĕ гражданинĕ Павел Вязов, Муркашри тĕп больницăн ертÿçи Оксана Попова, «Моргаушский» шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Михаил Мясников, Муркаш чиркĕвĕн настоятелĕ Михаил атте, СВО ветеранĕ Михаил Романов, çамрăксен парламенчĕн ертÿçи Роман Николаев саламларĕç. Çамрăксен каçĕ илемлĕ кĕвĕпе пуян пулчĕ. Унăн сассипе пĕрлех активлă çамрăксене чысларĕç. Вĕсен пĕр пайĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕн стипендине илме свидетельствăна, округ администрацийĕн Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Оринин территори пайĕн спортсменĕсен командине округ ятне «Ялта чи лайăххисем» агрослетра хÿтĕленĕшĕн чысларĕç. Илемлĕ каçра вĕренÿре ĕлкĕрсе пыракансене чыслани уйрăммăн палăрчĕ. Шкултан медальпе вĕренсе тухнă 35 ачаран 22-шĕ «ылтăн медале», 13-шĕ «кĕмĕл медале» тивĕ cни уявăн хăйне евĕр ÿсĕмĕ пулчĕ. Кунсăр пуçне творчествăри ăнтăлушăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине Муркаш енрен 43 çамрăк тивĕçни те пирĕн патăмăрта аслисен ĕçĕ-хĕлĕ çирĕп алăра пулни пирки калать. Çамрăксен кăçалхи уявне Шупашкарти (унта муркашсем те пур) мотоклуб представителĕсем йышлă хутшăнни те уява илемлетрĕ. Уява хутшăнакансем тĕрлĕ конкурсра хăйсен вăйне виçрĕç. Çĕнтерÿçĕсем «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин продукцине тивĕçрĕç. Çамрăксен кунне уявлама кÿршĕ округсенчи, хуласенчи çамрăксем те активлă хутшăнни уяв пахалăхне ÿстерчĕ кăна. Уяв артистсен савăк ташши-юррипе, çамрăк ăстасен алă ĕç ăсталăхĕпе пуян пулчĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2