134 çын хăй сывлăхне тĕрĕслеттерчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 06.07.2026, 10:47 Просмотров: 194

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе тунă «Сывлăх патне – утăм» проект шайĕнче «Сывлăх пункчĕсем» ĕçлеме пуçларĕç. Кун пек пункт июнĕн 26-мĕшĕнче Муркашра ĕçлерĕ. Ял çыннисене районти тĕп больница ĕçченĕсем йышăнчĕç.

Округ администрацийĕ умĕнче вырнаçнă палаткăсене çынсем пĕрин хыççăн тепри пычĕç. Округ администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов та сывлăхне кунта тĕрĕслеттерчĕ. «Вăхăт та нумай кирлĕ пулмарĕ, кĕске вăхăтра хамăн сывлăх çинчен пĕлтĕм», – терĕ вăл. Медицина ĕçченĕсем ял çыннисен юн пусăмне, холестеринпа глюкоза шайне, кĕлетке йывăрăшĕпе унăн индексне тĕрĕслерĕç. ЭКГ, щит парĕсен УЗИне турĕç. Çынсене терапевт, офтальмолог, гинеколог йышăнчĕ. Ял çыннисем сывлăха упрас тĕлĕшпе пĕлÿ те илчĕç. Çав кун 134 çын хăй сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2