Муркаш тăрăхĕнче пурăнакан 44 çулхи арçынна РФ УК 264.1 статьян 1 пайĕнче пăхнă йĕркене пăснипе айăплама сăлтав çителĕклĕ. Палăртса хăвармалла, маларах ăна ÿсĕрле руль умне ларнăшăн айăпланă, водитель правинчен хăтарнă.
Апла пулин те ăна малтанхи айăплав нимĕн те вĕрентмен. Вăл каллех çапла майпа саккун йĕркине пăснă. Кăçалхи мартăн 16-мĕшĕнче кăнтăр вăхăтĕнче автомашинăпа çул çине тухнă. Преступление ГИБДД сотрудникĕсем вăхăтра асăрханă. Район сучĕ айăплă çынна 240 сехетлĕх ятарлă ĕçе явăçтарнă, 2 çуллăх транспорт правинчен хăтарнă, район прокуратурин ходатайствипе Шевроле Круз маркăллă автомашинăна патшалăх шутне конфискациленĕ.
Çÿпĕ-çапă вăхăтра турттарса тухман
Муркаш район прокуратури коммуналлă тасамарлăха турттарса тухассинче санитарипе эпидемиологи законодательствине пăхăннине тĕрĕсленĕ.
Муркаш округĕн территорийĕнчи ялсенчен йăлари хытă çÿпĕ-çапăна турттарса тухакан предприяти кăçалхи январь — апрель уйăхĕсенче ятарлă контейнерсене пухăннă тасамарлăха 14 ялтан вăхăтра турттарса тухман. Çакă граждансен таса тавралăхра пурăнас правине хĕсĕрлени пулать. Апла пулин те çÿпĕ-çапăна турттарса тухнăшăн граждансен тÿлес хак чакман. Çак çитменлĕхсене шута илсе муниципалитет унитарлă предприяти ертÿçи тĕлĕшпе представлени тăратнă. Ăна пăхса тухнă тăрăх должноçри 2 ĕçчене дисциплинарлă яваплăха кĕртнĕ. Çавăн пекех ертÿçĕ тĕлĕшпе административлă яваплăх йышăннă, ăна 30 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме çирĕплетнĕ.
Çĕрпе тĕллевлĕ усă курмалла
Мăн Сĕнтĕр çыннине Муркаш муниципалитет округĕн администрацийĕ 2025 çулхи декабрь уйăхĕнче «ведение огородничества» категорири çĕре торг ирттермесĕрех уйăрса панă. Çак çын вара çĕр лаптăкĕн категорине улăштарнă, «ведение личного подсобного хозяйства» туса хунă. Çĕр лаптăкĕнчен тупăш илес тесе ăна «Авито» сайта сутма лартнă.
Вăйра тăракан законодательствăпа килĕшÿллĕн çĕр лаптăкĕпе урăх тĕлĕшпе усă курни, вăл шутра — сутни, çĕре саккуна пăсса илнипе танлашать. Çĕр законодательствине пăснăшăн район прокуратури район судне иск заявленине тăратнă, çĕр лаптăкĕн суту-илÿ килĕшĕвĕ саккунсăррине çирĕплетме тата çав çыннăн çĕр харпăрлăхне пăрахăçлама ыйтнă. Район сучĕн йышăнăвĕпе район прокурорĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ (хальлĕхе саккунлă вăя кĕмен). Суд йышăнăвне пурнăçлани район прокуратурин контролĕнче.
Кÿршĕне кÿрентернĕ
Ятман ялĕнчи 58 çулхи çын заявленийĕ тăрăх район прокуратури тĕрĕслев ирттернĕ. Унăн кÿрши йăла ыйтăвĕпе унпа харкашу кăларнă, ăна киревсĕр сăмахсем каласа кÿрентернĕ, ят-сума вараланă. Çакна лингвистика экспертизи çирĕплетнĕ. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе 34 çулхи çын тĕлĕшпе административлă майпа йĕркене пăсни пирки ĕç пуçарнă. Вăл РФ КоАПĕн 5.61 статьян 1 пайĕнче палăртнă йĕркене пăсни паллă. 1 номерлĕ суд участокĕн миравай судйин йышăнăвĕпе айăплă çынна 3000 тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă. Анчах та вăл çак постановленипе килĕшмен, хăйне хÿтĕлеме ыйтса çÿллĕрех инстанцие ыйтупа тухнă. Апла пулин те инстанци Муркаш район сучĕн йышăнăвне улшăну кĕртмен. Çавна май аслă çулхи çыннăн интересĕсене хÿтĕлесе район прокуратури ăна мораль тĕлĕшпе сиен кÿнине саплаштарма ыйтса иск заявленийĕпе тухнă.
А. Каюков, район прокурорĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ.
Июль 2026 |
