Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 06.07.2026, 10:40 Просмотров: 187

«Единая Россия» политика партийĕн проекчĕсенчен пĕри – «Предпринимательство» проект. Çак ĕç тĕллевĕ шутне пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма, ыранхи куна шанăçпа кĕме пулăшасси кĕрет. Проектăн тĕп тĕллевĕ – патшалăх политики урлă асăннă сферăна аталантарасси. Çакăнта финанс пулăшăвĕсĕр пуçне вĕренÿ семинарĕсемпе конкурссем ирттересси те кĕреççĕ.

Муркаш округ администрацийĕн экономика пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсен йышĕ юлашки çулсенче ÿссе пырать. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне 3 пин те 300 яхăн субъект ĕçленĕ. Вăл шутра – хресчен (фермер) хуçалăхĕ 72, «самозанятый» шайĕнче регистрациленнисем – 2 пин ытла, ыттисем – юридици сăпачĕсем тата индивидуаллă предпринимательсем. Субъектсем хăш сферăра тăрăшнине пăхсан, ытларах пайĕ халăха услугăпа тивĕçтерессинче ĕçлени курăнать. Суту-илÿре – 32 процент, ял хуçалăхĕнче – 13,7 процент, строительствăра – 8,3 процент. Асăннă сферăра 4 пин те 300 ытла çын тăрăшать. Инвестици проекчĕсем округра калăпăшлă вăя кĕрсе пыраççĕ. Çак шайра ĕçсем çитес пилĕк çулта 7,38 млрд тенкĕлĕх пулмалла, 159 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлмалла. Ильинка тăрăхĕнчи ватă юман таврашне хăт кĕртме палăртнă. Муркашри кирпĕч заводĕнче кирпĕч формăласа кăларас тата ăна валли тăм хатĕрлес линие монтаж тăвас, çавăн пекех садкăпа упаковка лаптăкне роботизацилес ĕçсем пулмалла. Çырла лартса ÿстерессипе, купăста ÿстерессипе çемье фермисене аталантарасси, çавăн пекех ку енĕпе çĕр улми туса илессипе ĕçлесси – фермер хуçалăхĕсен малашлăхлă проекчĕсен шутĕнче. 3000 тонна таран пахча çимĕç упрамалли хранилищĕне хута яни те фермер хуçалăхне тупăшлă ĕçлеме май парать. «Алпроф» чикĕллĕ яваплăхлă общество хĕртнĕ кантăк туса кăларас производствăна анлăлатасшăн. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче инвестици проекчĕсем калăпăшлă. Чăваш Республикин 2025 – 2030 çулсем валли йышăннă социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине кĕнĕ объектсем те пур. Унта В. Григорьев индивидуаллă предпринимателĕн икĕ проектне кĕртнĕ. Проектсене 2025 – 2026 çулсем валли пăхнă. Объектсенче строительство ĕçĕсем вĕçленнĕ. Пĕри – «Рыбацкий рай «У Юрича» кану базине хута ярасси. Унта хывнă инвестици калăпăшĕ 69,5 млн тенкĕпе танлашать. Объекта хута янипе 8 ĕç вырăнĕ уçăлать. Тепри – «Рыбацкий рай «У Юрича» туризм базин территорийĕнче обществăлла апатлану объектне тăвасси. Ăна валли предприниматель 10 млн тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Çакăнта 5 ĕç вырăнĕ пулмалла. Округри инвестици проекчĕсем кусем кăна та мар. Иртнĕ çул кăтартăвĕ тăрăх, тĕрлĕ проектпа программа шайĕнче 156 предприниматель тата юридици сăпачĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă: 72 субъект – 21,9 млн тенкĕлĕх пулăшу, 65 субъект – консультаци тата вĕренÿ пулăшăвĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемье членĕсене тĕрев парасси – Чăваш Республикин Правительствин уйрăм тимлĕхĕнче. Регионта вĕсем тĕлĕшпе 40 ытла пулăшу мелĕ вăйра тăрать. 2022 çултанпа регион çак тĕлĕшпе 12 млрд ытла тенкĕ уйăрнă, вăл шутра иртнĕ çул – 9,3 млрд тенкĕ ытла. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса харпăр хăйĕн ĕçне аталантаракансен йышĕнче ятарлă çар операцине хутшăннисем те пур. Çав шутра – эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Андрей Скворцов. Вăл çырла туса илессипе тăрăшма пуçларĕ. Çĕр ĕçĕ вара уншăн мĕн ачаранах çывăх. Халĕ вăл пуçламăш утăмсем кăна тăвать-ха. Малтанласа калчана 10 соттăй çĕр çине лартнă, çитес вăхăтра вара çырла лаптăкне самай ÿстерме палăртать. Ятарлă çар операцине хутшăннă ветерана çак ĕçе пуçарма «Агромотиватор» грант пулăшнă. Иртнĕ çул вăл тивĕçнĕ 5 млн тенкĕ унăн хуçалăх аталанăвĕшĕн питех те вырăнлă пулĕ. Çак укçапа Андрей Скворцов ял хуçалăх техники тата çырла калчи туяннă. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ятарлă çар операцине хутшăннисем валли çак грантăн чи пысăк виçине çирĕплетнĕ. 5 млн тенкĕ таран уйăракан укçа – агробизнес валли. Унпа производство çурт-йĕрне тума, модернизацилеме, вĕсене коммуникаципе çыхăнтарма тата ку тĕлĕшри ытти ĕç валли усă курма юрать. Тĕплĕнрех грант илес йĕркепе асăннă ведомствăн официаллă сайтĕнче паллашма пулать.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2