Проект хӑйӗн ӑнӑҫлӑхне кӑтартса пачӗ

Категория: Общество Опубликовано: 06.07.2026, 10:30 Просмотров: 192

Республика Пуҫлӑхӗ патӗнче эрнесерен иртекен канашлура Чӑваш Республикин ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова «Мирлӗ пурнӑҫа – утӑм» проект кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Ӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе 2025 ҫулта хута янӑ.

Республикӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшмалли пӗр пӗтӗм тытӑм туса хунӑ. Регионта 40 ытла пулӑшу мелӗ ӗҫлет. 2022 – 2025 ҫулсенче республика бюджетӗнчен салтаксемпе вӗсен ҫывӑх ҫыннисене пулӑшма 12,7 миллиард тенкӗ янӑ, вӗсенчен 9 миллиард тенкӗ ытла – пӗлтӗр. Проекта пурнӑҫа кӗртмелли тӗп инструмент – специалистсен куҫса ҫӳрекен мобильлӗ ушкӑнӗсем. «Пулӑшу десантне» юристсем, адвокатсем, общественниксем, социаллӑ службӑсен, ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсен, социаллӑ фондӑн,республикӑн ҫар комиссариачӗн, муниципалитет администрацийӗсен ӗҫченӗсем кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Чӑваш Республикин Ӗҫ министерствине пӑхӑнса тӑракан соцобслуживани центрӗсен никӗсӗ ҫинче координаци центрӗсем йӗркеленӗ. Вӗсене вырӑнти администрацисен пуҫлӑхӗсем ертсе пыраҫҫӗ. Специалистсем килсене тухса ҫемьесен социаллӑ паспорчӗсене тӑваҫҫӗ. Вӗсене чи малтан мӗн кирлине тӗпчесе пӗлеҫҫӗ. Кун пек мелӗн тухӑҫлӑхӗ пирки цифрӑсем калаҫҫӗ. Кӑҫалхи февраль уйӑхӗнчен пуҫласа вӗсем 23 хут ҫула тухнӑ, вӗсене 611 специалист хутшӑннӑ. 1136 ыйтуран 1051-шне вырӑнта тӳрех татса панӑ, 85-шне тӗрӗслеве илнӗ. Ытларах чухне СВОна хутшӑнакансене тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисене тӳлевсемпе компенсацисем, сиплев (санаторипе курорт), суранланнӑ хыҫҫӑн реабилитаци, вӗренӳ, ӗҫе вырнаҫасси тата социаллӑ контракт тӑвасси хумхантарать. Алена Елизарова ҫапла палӑртрӗ: «Кӑҫал кӑна 1051 ыйту татса панӑ – патшалӑх пулӑшнипе сирнӗ конкретлӑ ҫемьесен 1051 ыратӑвӗ. Анчах эпир пулӑшу юридици тата пурлӑх енчен кӑна кирлӗ маррине ӑнланатпӑр. Проект кирлӗлӗхне шута илсе ҫулла «Пулӑшу десанчӗ» виҫҫӗмӗш хут ҫула тухма тытӑнать. Ку хутӗнче СВОна хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене психологи пулӑшӑвӗ пама тӗллев лартнӑ. Мӗншӗн тесен кашни ыйту хыҫӗнче ҫын тӑрать, кунта документсем ҫеҫ ҫырмалла мар, ӑна илтмелле, ӑнланмалла, хӗрхенмелле. Шӑпах ҫакӑн пек принципа эпир пӗтӗм ӗҫ никӗсне хуратпӑр». Министр палӑртнӑ тӑрӑх, "Мирлӗ пурнӑҫа – утӑм" проект – пӗрре пулакан акци мар, хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсакан система проекчӗ. Ҫар ҫыннисен ҫемйисем патне вӑхӑтра тата туллин пулӑшу килмелле. «Проектӑн тепӗр тӗллевӗ – нормативлӑ базӑна тӳрлетмелли е хушма йышӑнусем тумалли самантсене тупса палӑртасси. Чи кирли – ҫӗнӗ пулӑшу мерисем кӗртесси мар, вӑйра тӑраканнисем пӗр чӑрмавсӑр ӗҫлеччӗр, ҫынсене май килнӗ таран ӑнланмалла пулччӑр», – пӗтӗмлетрӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев проекта хутшӑннӑшӑн пур партнера та тав туса. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ пулӑшу механизмне туса ҫитересси пӗлтерӗшлӗ, ҫак пулма пултаракан пӑтӑрмахсене сирме май памалла.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2