Кооперативсен пĕтĕм тĕнчери кунне коопераци ĕçченĕсем çулсеренех июль уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче паллă тăваççĕ. Муркаш райпо ĕçченĕсем професси уявне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре Муркашра вырнаçнă «1000 мелочей» лавкка сутуçисене куратăр. Алевтина Мастерова суту-илÿ сферинче пысăк ăсталăх пухма ĕлкĕрнĕ. Унăн ĕç стажĕ – 38 çул. Елена Владимирова çак ĕçре 14 çул тăрăшать. Ольга Блинова тавар туянакансен ыйтăвне 13 çул тивĕçтерет. Сутуçăсем çынсемпе яланах кăмăллă, кирлĕ сĕнÿ те параççĕ вĕсем.
Июль 2026 |
