Чӑваш Республикинче августӑн 1 – 2-мӗшӗсенче иртекен IV Ҫырла фестивалӗ пуҫланиччен пӗр уйӑх юлать. Кӑҫал мероприяти масштабӗ самай анлӑланать: пӗрремӗш хут тӗп площадкӑсенчен пӗри «Пехет» агромаркет пулӗ.
Яланхи пекех фестиваль шайӗнче фермерсем, пи- томниководсем, пахчаҫӑсем, ландшафт дизайнерӗсем тата улма-ҫырла культурисене ӳстермелли хальхи технологисемпе кӑсӑкланакансем валли ӗҫлӗ программа иртет. Ӗҫлӗ программӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ – малта пыракан экспертсем опытпа паллаштарни. Чӗннӗ спикерсенчен пӗри Сербири Зоран Радованович – хӑмла ҫырли ӳстерес енӗпе палӑрнӑ специалист пулӗ.
Июль 2026 |
