Шупашкартан Минска пӗрремӗш авиарейс ҫитнӗ. Тӳрӗ авиаҫыхӑну июнӗн 29-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Пӗрремӗш рейс Беларуҫ тӗп хулине 108 пассажир илсе ҫитернӗ. Каялла килекен рейспа Чӑваш Ене Минскран пӗрремӗш хӑнасем ҫитнӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, пурте йӗркеллӗ, пӗр кӑлтӑксӑр иртнӗ. Чӑваш Еншӗн пӗтӗм тӗнчери авиаҫыхӑнӑва ҫӗнетнин пӗлтерӗшӗ пирки те ӑнлантарса пачӗ вӑл: «Ку – ӗҫлӗ ҫыхӑнусем, туризма аталантармалли тата пирӗн халӑхсем хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетмелли ҫӗнӗ майсем». Рейса субсидилеҫҫӗ, билетсене регионта пурӑнакансем туянма пултараҫҫӗ. Вӗҫме Раҫҫей паспорчӗ ҫителӗклӗ, 14 ҫула ҫитмен ачасене ют ҫӗршыв паспорчӗ кирлӗ.
Июль 2026 |
