Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев топливӑпа ҫыхӑннӑ лару-тӑру енӗпе оперативлӑ штаб ларӑвне ирттернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе лару-тӑру ҫивӗч, анчах ӑна тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Ҫав хушӑрах аграри предприятийӗсене, пурнӑҫа тивӗҫтерекен организацисене, медицина учрежденийӗсене, васкавлӑ тата авариллӗ службӑсене топливӑпа кирлӗ чухлӗ тивӗҫтернӗ. Анчах халӑх енчен ытларах ыйтни палӑрать, ҫакӑ АЗ-Сра черет патне илсе ҫитернӗ. Ҫавна май канистрсене топливо яма вӑхӑтлӑх чару тунӑ. Олег Николаев топливо пурри тата заправка станцийӗсен ӗҫӗ пирки оперативлӑ информаци илессине йӗркелеме хушнӑ. Провокацисемпе фейксене чарас тӗллевпе право хуралӗн органӗсемпе тачӑрах ҫыхӑнса ӗҫлессине йӗркелӗҫ. Хаксене ӳстернӗ фактсене Монополипе кӗрешекен федераллӑ службӑпа пӗрле тӗрӗслӗҫ.
Июль 2026 |
