Михаил Самойлов ячĕпе

Категория: Общество Опубликовано: 24.04.2026, 09:50 Просмотров: 357

Совет çарĕсене Афганистанти юнлă вăрçăран кăларнăранпа 37 çул хыçа юлчĕ. Çав ятпа иртнĕ эрнере çак вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă ентешсем Моска­кассинчи вăтам шкула пухăнчĕç. Сăлтавĕ те пур, ырă йăлана пăхăнса вĕсем асăннă вăрçăра Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе пуç хунă Михаил Самой­лов интернационалист-салтак ячĕпе спорт ăмăртăвĕ ирттерме шутларĕç.

Салтак пурнăçĕнчен. Йĕкĕрешсем Ми­хаилпа Николай 1964 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ситуккасси ялĕнчи хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вĕсем ачара­нах ашшĕ-амăшне пулăшакан, тăван ен илемĕшĕн тăрăшакан тата спортпа туслă ача­сем пулнă. Салтак кайма ят тухсан каччăсем арçын тивĕçне туллин пурнăçлассинчен пăрăнса юлма шутламан та. Çапла вара 18 çул тултарсан вĕсем мирлĕ пурнăç хÿтĕлев­не тăнă. Ятарлă хатĕрленÿ хыççăн 3 уйăхран пирĕн ентешсене шăпа интернационалист тивĕçне пурнăçлама сăртлă-туллă Афгани­стана çитерет. Йывăрлăхран хăраман сал­таксем командирсем хушнине вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама пуçлаççĕ. Анчах вăрçă вăл вăрçах çав. Çапла вара 1983 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче черетлĕ çар операцине тухсан стрелок-радист тивĕçне пурнăçлакан пирĕн ентешĕн çар-десант машини тăшманăн вут-çулăмĕ айне лекет. Тан мар çапăçура йы­вăрлăха пăхмасăрах пирĕн экипаж ума лартнă тĕллеве пурнăçлать, анчах... Çапăçу вĕçлен­сен юлташĕсем Михаил Михайловичпа хăй­сен командирĕ пуç хунине ăнланаççĕ. Вĕсене Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Миха­ил Самойлова Ситуккасси çăви çине пытарнă, вăл çуралса ÿснĕ çурт çине Асăну хăми выр­наçтарнă.

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Москакасси шкулĕнче иртнĕ виçĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕ пирĕн ентеш паттăрлăхне упрама, эпир ăна манманнине çирĕплетме май парать. Ăмăртăва Афганистанти çар операцине хут­шăннисен округри канашĕн председателĕ Константин Петров уçрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕн­че инçете юлса пыракан çак вăрçăна хут­шăннисем паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăни, хамăр çĕршыв историне юратни пирки, унпа эпир мăнаçланма пултарни çин­чен каларĕ.

Пухăннисене çавăн пекех округри «Çамрăк техниксен станцийĕн» директорĕ С. Нали­мов, Москакасси шкул директорĕн тивĕçĕсе­не вăхăтлăх пурнăçлакан Е. Ильина, Михаил Самойловăн çывăх тăванĕ В. Самойлова са­ламларĕç. Вĕсемпе пĕрлех интернационалла тивĕçе пурнăçлама хутшăннă ветерансем па­янхи ăру Михаил Михайловича манманнине пысăка хурса хакларĕç. Çакăн пек меропри­ятисем çамрăксене тĕрĕс воспитани пама пулăшни пирки никамăн та иккĕленÿ пулмарĕ. Кун хыççăн ăмăртăва пынисем хамăр ентеше чысласа пĕр минут шăп тăчĕç.

Ăмăртăва Муркаш муниципалитет окру­гĕнчи 19 шкул команди хутшăнчĕ. Кашниех хăйсем маттур пулнине ăмăртура çирĕплетрĕ. Çĕнтерÿçĕсем медальсемпе Хисеп грамоти­сене тивĕçрĕç. Ăмăртăвăн чи çамрăк участ­никĕсене чыслани уйрăмах асра юлчĕ. Пурă­на киле вĕсем спортра пысăк çитĕнÿсем туса çĕршыв хÿтĕлевне тăма хатĕрри курăнчĕ.

Марина ВАСИЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4