Пушартан сыхланмалли уйрăм тапхăр

Категория: Общество Опубликовано: 24.04.2026, 09:49 Просмотров: 372

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн мартăн 31-мĕшĕнчи 172 номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин территорийĕнче кăçалхи апрелĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса пушартан сыхланас уйрăм тапхăр пуçланчĕ.

Ку тапхăрта çакăн пек йĕркене пăхăнмалла:

1. Граждансен пушар хăрушлăхĕн IV-V шайĕ вăхăтĕнче транспорт хатĕрĕпе тата ахальлĕн вăрмана кайса çÿреме тăхтаса тăмалла. 2. Вăрман фончĕн тата ун çывăхĕнчи лаптăкра кăвайт чĕртме, унта апат-çимĕç хатĕрлеме, çÿпĕ-çапă таврашне чĕртсе çун­тарма юрамасть.

3. Вăрманлă лаптăксем çывăхĕнчи çĕр çинче, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче, типĕ курăка çунтарма тата пушар хăруш­лăхлĕ ытти ĕç тума юрамасть.

Пушартан сыхланмалли уйрăм тапхăрта Ильинкăри участок лесничествинче уйрăм тимлĕх кирлĕ лаптăксене асăрхаса тăма мо­бильлĕ ушкăн йĕркеленĕ, 3 шлагбаум лартнă, çынсемпе çут çанталăк сыхлав тематикипе ăнлантару калаçăвĕсем 16 ирттернĕ, хаçатра çынсене вуласа пĕлме 1 статья пичетленет. Çавăн пекех çÿлерех асăннă постановле­ние ăнлантарса тата вут-çулăм тухассинчен асăрханас тĕлĕшпе 12 пĕлтерÿ çакнă.

Вăрманта вут-çулăм тухнине асăрхасан телефон çине 112 е 8 (8352) 40-24-00 е 01 но­мерсемпе шăнкăравламалла.

А. МИХАЙЛОВ, Ильинка участок лесничествин участок ертÿçи.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6