Йывăç-тĕмсене касман

Категория: Общество Опубликовано: 24.04.2026, 09:37 Просмотров: 193

Район прокуратури Муркаш муниципалитет округĕнчи ялсене тивĕçтерекен электричество станцийĕсемпе сечĕсен шан­чăклăхне тĕрĕсленĕ, техника эксплуатацийĕпе требованисене пăхăнни çине тимлĕх уйăрнă.

Тĕслĕхрен, Макаçи ялĕ, Анаткасси тата Тренккă ялĕсенче пысăк вольтлă пралуксем çине ÿкес хăрушлăх пур йывăç-тĕмсене касса тасатман. Электрооборудованин разъединитель привочĕсен çăрисем пулман. Тĕрĕслев вăхăтĕнче ытти çитменлĕхе те тупса палăртнă.

Çак вăхăт тĕлне электроçутăпа тивĕçтерекен организаци çитменлĕхсене сирессипе ĕçлет. Район прокуратури должноçри ĕçченсене РФ КоАПĕн 9.11 статйинче палăртнă йĕрке тăрăх яваплăха кĕртессипе ĕçлет.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4