Аслӑ экономика канашӗнче

Категория: Общество Опубликовано: 03.04.2026, 09:22 Просмотров: 623

Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче эпир виҫӗ патшалӑх программине – цифровизацие, транспорта тата спорта – пӗтӗмлетрӗмӗр. Кашни направленипе уҫӑмлӑ задачӑсемпе йышӑнусене палӑртрӑмӑр. Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтерчӗ.

Медиахолдинг. Пирӗн тӗллев – район хаҫачӗсене упраса хӑварасси тата аталантарасси. Ҫав хушӑрах редакцисем валли пӗрлехи сервис – юридици, бухгалтер, технологи тата маркетинг пулӑшӑвӗ – йӗркелетпӗр. Журналистсем тӗп ӗҫ ҫине тимлӗх уйӑрӗҫ – республика пурнӑҫӗ ҫинчен пур платформӑра та пахалӑхлӑ, вӑхӑтра тата оперативлӑ каласа парӗҫ.

Юхан шыв транспорчӗ. Ларура ку ҫул-йӗр ҫине сахал тимлӗх уйӑрнӑ. Ҫав вӑхӑтра ку логистика ыйтӑвӗ кӑна мар, республикӑн шалти пурнӑҫне, туризма тата инвестици илӗртӳлӗхне – Шупашкара та, пирӗн пӗчӗк хуласене те – аталантармалли пӗлтерӗшлӗ фактор та. Системӑллӑ йышӑнусемпе конкретлӑ сӗнӳсем тӑратма хушрӑм.

Спорт. Кунта ӗҫе малалла тӑсатпӑр: пирӗн спортсменсене пулӑшатпӑр, ҫав вӑхӑтрах ресурссемпе тухӑҫлӑ та тӗрӗс усӑ курассине тивӗҫтеретпӗр. Тӗллев – тунӑ позицисене вӑйлатасси, малалла ӳсме, аталанма майсем туса парасси.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6