Промышленноҫ – экономика никӗсӗ

Категория: Общество Опубликовано: 13.03.2026, 09:08 Просмотров: 513

Чӑваш Еншӗн промышленноҫ – республика экономикин никӗсӗ, вӑл – пин-пин ӗҫ вырӑнӗ тата пирӗн ҫемьесем ыранхи куна шанни. Ҫакӑн пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтерчӗ.

Пилӗк ҫул каялла хамӑр ума пысӑк тӗллев лартрӑмӑр – индустри секторне ҫӗнӗрен хута ярасси. Предприятисене пулӑшма 27 миллиард ытла тенкӗ ятӑмӑр, паян эпир унран чӑн-чӑн тупӑш куратпӑр. Промпроизводство калӑпӑшӗ ҫурри ытла ӳснӗ, тирпейлекен секторта вара ӳсӗм 60 процента яхӑн. Ҫӗршыври 57-мӗш вырӑнтан 25-мӗш вырӑна хӑпарса наци рейтингӗнче хӑватлӑ утӑм турӑмӑр. Атӑл ҫи округӗнче эпир халӗ – малти пиллӗк йышӗнче. Ку вӑл – командӑри пысӑк ӗҫ кӑтартӑвӗ. Раҫҫей Промышленноҫ министерствипе пӗрле эпир пӗтӗм ҫӗршывшӑн пӗлтерӗшлӗ проектсем хута яратпӑр: пирӗн Шупашкарти «Агромаш» тракторсем тата «Атӑлҫи перекиҫӗнчен» водород перекиҫӗ – технологи суверенитечӗ патне тунӑ чӑн утӑмсем. Промышленноҫа аталантармалли фонд 4,1 миллиард тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ займсен 80 килӗшӗвне алӑ пуснӑ – ку производствӑна модернизацилесси, техника тата цифрӑласси. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Хӑвӑнне суйла» проекчӗ урлӑ эпир хамӑр производительсене системӑлла пулӑшатпӑр. Пирӗн пӗрлехи тӗллев – малта пырасси: пысӑк технологиллӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса республика бюджетне ҫирӗплетесси. Хамӑр промышленниксемпе мухтанатӑп.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4