Çĕнĕ çула - çĕнĕ савăнăç

Категория: Общество Опубликовано: 29.12.2017, 09:25 Просмотров: 1947

DSC02253Кун йĕркине çĕнĕлĕхсем кĕрсе пынă май социаллă пурнăç та пĕр вырăнта тăмасть. Çавна май пурнăçра тĕрлĕ сăлтавпа йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнисене пулăшасси те вăй илсех пырать. Пулăшу пирки калама пулать-ха та, анчах ĕçне тăвас тесен... Черетлĕ çулталăк вĕçленсе пынă май "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики сăмаха ĕç çине куçарчĕ. Акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ А. Константинов тăрăшнипе чăх-чĕп фабрикипе Пăрачкаври ача-пăча çурчĕ хушшинче туслă çыхăну никĕсленчĕ.

Раштавăн 26-мĕшĕнче чăх-чĕп фабрикин ĕç ушкăнĕ Çĕнĕ çул парнисемпе (канфетсемпе улма-çырла тата чăх-чĕп çăмартин пысăк партийĕ) ача-пăча çуртне çитсе килчĕ. Муркашсен кучченеçĕсене пăрачкавсем хапăлласах йышăннă.

- Раççейре те, республиăкра та пулăшу юхăмĕ вăй илсе пырать. Çапла вара эпир те хамăрăн пулăшас тĕллевпе Пăрачкаври ача-пăча çурчĕ çинче чарăнтăмăр. Пĕрремĕш кайсах унти директорпа М. Архиповăпа çитес çулхи ĕç планĕсене пăхса тухрăмăр. Хамăр енчен илсен эпир унта кашни уйăхрах çитсе килес ĕмĕтлĕ, - терĕ хаçат вулакансене Çĕнĕ çулпа саламласа чăх-чĕп фабрикин ертÿçи Андриян Николаевич.

А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4