Усӑллӑ ҫырласем

Категория: Общество Опубликовано: 25.07.2025, 10:08 Просмотров: 105

Диетологсем рациона вырӑнти пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлана кӗртме сӗнеҫҫӗ, кунсерен 3-4 порци ҫимелле.

Мӗнле ҫырла уйрӑмах усӑллӑ тата мӗн ҫине тимлӗх уй­ӑрмалла? Иммунолог тухтӑр ҫуллахи чи усӑллӑ 5 ҫырла, вӗсен уйрӑмлӑхӗсемпе организмшӑн хакли пирки каласа кӑтартрӗ.

ҪӖР ҪЫРЛИ (КЛУБНИКА). Ҫӗр ҫырли – С витаминӑн чи пуян ҫӑл куҫӗсенчен пӗри тата ҫырлара вӑл лимонпа ыхраран ытларах. С Витамин сивӗ температура витӗмӗпе арканмасть. Ҫавӑнпа ҫырла шӑнтма питӗ лайӑх.

Ҫӗр ҫырлинче антиоксидант шутланакан флавоноид­сем нумай. Вӗсен тӗп ӗҫӗ – клеткӑсене ылмашӑну про­цесӗсем вӑхӑтӗнче пулакан ирӗклӗ радикалсен сиенӗнчен сыхласси. Йӗркеллӗ чухне организм вӗсене хӑй тӗллӗн ҫӗнтерме пултарать, анчах чирлесен тата ӳснӗҫемӗн ҫак ӗҫ ҫухалать.

Антиоксидантсен тепӗр ӗҫӗ – вӑхӑтсӑр ватӑласран сыхласси. Ҫырла йышӗнче магни, ҫавӑн пекех кали нумай. Ҫавӑнпа ҫӗр ҫырлине чӗре тата юн тымарӗсен, нерв тытӑмӗн чирӗсемпе нушаланакан ҫынсене сӗннӗ.

Хӑш-пӗр ӑсчах палӑртнӑ тӑрӑх, теветкеллӗ ушкӑнри пациентсене юн тымарӗсен катастрофисене – инфаркт­семпе инсультсене – профилактика ирттерме рациона ҫӗр ҫырли хушни усӑллӑ.

Ҫӗр ҫырли – сахал калориллӗ ҫимӗҫ, унпа ҫыртка­лама, пӑтӑпа десертсене, смузисене хушма юрать. Ҫын йывӑрӑшне чакарма, тунӑ кӑтартӑва тытса пыма тӑрӑ­шакансем валли те усӑ курма пулать.

ХӐМЛА ҪЫРЛИ. Яланах хӑмла ҫырли сезонӗ ҫӗр ҫырли хыҫҫӑн тӳрех пуҫланать. Ҫырлан усӑлӑхне хакла­ма йывӑр, апат-ҫимӗҫ пахалӑхӗпе те вӑл ҫӗр ҫырлинчен кая мар. Хӑмла ҫырлинче апат ирӗлнине йӗркеллӗ тытса тӑракан клетчатка, пыршӑлӑх микробиомӗ, перистальти­ка пур, вар хытасран сыхлать.

Хӑмла ҫырлинче ылмашӑну процесӗсене, метаболиз­ма тӗрӗслесе тытса тӑракан витаминсем, ҫавӑн пекех ирӗклӗ радикалсене сиенсӗрлетекен, вӑхӑтсӑр ватӑла­сран сыхлакан антиоксидантсем нумай.

Антиоксидантсем шыҫӑ процесӗсене чарассинче мӗн­ле вырӑн йышӑннине ӗнентерекен тӗпчевсем те пур. Фла­воноидсем чӗрепе юн тымарӗсен ӗҫне пулӑшаҫҫӗ, вӑра­ха кайнӑ чирсем аталанасран сыхлаҫҫӗ. Вӑл диетӑллӑ ҫимӗҫ, ҫӗр ҫырлипе танлаштарсан кӑшт калориллӗрех. Анчах вӑл виҫене тӗрӗс-тӗкел тытма та пулӑшать, начар­ланма та пулӑшать.

ХУРЛӐХАН. Вӑл витаминсемпе микроэлементсем ну­май тата тепӗр ҫырла.

Хурлӑханӑн сорчӗсем нумай. Вӗсем тӗсӗпе кӑна мар, хими тытӑмӗпе те уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Усӑллӑ тутлӑхлӑ япала­сен тытӑмӗн ертӳҫи – хура хурлӑхан, кайран хӗрли шутла­нать, ак шурри, ытти сортсемпе танлаштарсан, чи «чухӑн» пулать. Анчах ку ҫырла усӑсӑр пулнине пӗлтермест.

Хурлӑхан – В, С, Е тата D ушкӑнри витаминсен пуян ҫӑл куҫӗ. Ҫак витаминсем нумай ылмашӑну процесӗсене хут­шӑнаҫҫӗ, организма тата нерв тытӑмне пулӑшаҫҫӗ.

Минераллӑ тытӑма пӑхсан хурлӑханра шыв-электролит шайлашӑвне йӗркелеме хутшӑнакан кали нумай, клет­кӑсен ӑшӗнчи рН тытса тӑрать. Кали натрин хӑрушлӑх­сӑр альтернативи шутланать. Чӗре чирӗпе аптӑракан пур ҫыннӑн та натри йышӑнассине чакармалла. Унӑн ҫӑл куҫӗ вара апат тӑварӗ, ӑна калипе улӑштармалла. Кали хӑш- пӗр симӗс салатсенче, ҫавӑн пекех ҫырлара та пур.

ЧИЕ ҪЫРЛИ. Чие А, С, Е тата В ушкӑнри витамин­семпе пуян. Ҫак витаминсем чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмӗ, куҫ курӑм органӗсем йӗркеллӗ ӗҫлеме, нерв импульсӗсем куҫнине йӗркелеме тата нумай чир-чӗртен сыхланма кирлӗ.

Чие ҫырлинче флавоноид-антиоксидант, ҫавӑн пекех мелатонин нумай. Ку ыйха, апат хуранӗн ӗҫне йӗркене кӗртме, юнри холестерин шайне тытса тӑма пулӑшать.

Ҫырлара хырӑмлӑха ӗҫлеме пулӑшакан клетчатка ну­май, микробиома тата иммунитета пулӑшать. Пӗтӗмпе пӗр ывӑҫ ҫырла талӑкри виҫен чӗрӗкне витет, ҫав вӑхӑтрах ҫы­рла сахал калориллӗ.

ХУРА ҪЫРЛА (ЧЕРНИКА). Апат-ҫимӗҫӗн антиоксидант хастарлӑхӗн пӗтӗм тӗнчери классификацийӗпе килӗшӳллӗн хура ҫырла малти вырӑна йышӑнать. Ку ҫыр­лана илемпе ҫамрӑклӑх ҫӑл куҫӗ пек пӑхма пулать.

Ҫырлан хӑйне евӗрлӗ тытӑмӗ шыҫӑ чирӗсене, вӗсен кӑткӑслӑхӗсене тӗрӗслесе чарма пулӑшать, бактерисене хирӗҫ тата вируса хирӗҫ витӗм кӳрет. Сӑмах май, хура ҫыр­ла – сайра тӗл пулакан ҫырласенчен пӗри, унра К витамин пур. Вӑл шӑмӑ сывлӑхне упрас, юн тымарӗсене кальцифи­кацилесрен тата вӗсене аркатасран хастар хутшӑнать.

Кунти витаминсем куҫ ҫивӗчлӗхне упраҫҫӗ, хӑш-пӗр офтальмологи чирӗсенчен сыхлаҫҫӗ. Ку ҫырла иммуни­тет тата ылмашӑну процесӗсен ӗҫне тытса тӑма усӑллӑ.

Сывлӑхлӑ пулӑр!

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4