Ярославка тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 25.07.2025, 09:58 Просмотров: 49

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе «Сывлăх патне пĕр утăм» проект пурнăçа кĕнине пирĕн вулакансем аван пĕлеççĕ. Кун пирки иртнĕ номерте те çыртăмăр.

Пирĕн округра çак проект июнĕн 27-мĕшĕнче Муркашра старт илчĕ. Ун хыççăн район тĕп больницин тух­тăрĕсем Мăн Сĕнтĕрте, Кашмашра, Турайра пулчĕç. Вырăнти çынсем пысăк кăмăлпах хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерчĕç. Ара, питĕ меллĕ, Муркаша кайса çÿремелле мар.

Июлĕн 19-мĕшĕнче вара Муркаш тухтăрĕсем Ярославкăна çитрĕç. Яланхи пекех ку тăрăхри ял çынни­ сем хăйсен сывлăхне пур енлĕ тĕрĕслеттерме пултарчĕç. Меди­цина ĕçченĕсем вĕсене сĕнÿ-ка­наш пама та манмарĕç. Пĕтĕмпе 215 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслет­терчĕ.

Тухтăрсен бригади çу каçи­пех ялсем тăрăх çÿреме палăр­тать. Июлĕн 25-мĕшĕнче Сывлăх пункчĕ çынсене Муркашра 10 сехетрен пуçласа 15 сехетчен йышăнать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4