Суйлав уççăн ирттĕр

Категория: Общество Опубликовано: 25.07.2025, 09:51 Просмотров: 58

Муркаш округĕнче суйлав иртнине общественноç енчен пăхса тăракан территори штабĕ йĕркеленĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суй­лавĕ сентябрĕн 14-мĕшĕнче иртет. Штаб йĕркеленин тĕллевĕ – суйлава тивĕçлĕ шайра ирттересси, граждансе­не суйлав правине пурнăçлама майсем туса парасси. Суйлав иртнине обще­ственноç енчен пăхса тăрассине йĕрке­лесси те штаб тивĕçĕ шутланать.

Штаб сăнавçăсен ĕçне йĕркелет. Кунта юридици, информаци, эксперт, мониторинг ушкăнĕсем йĕркеленĕ.

Штаба Муркаш округĕн Общество палатин председателĕ Владимир Ники­тин ертсе пырать.

– Территори штабĕ ячĕпе пурне те суйлава активлă хутшăнма чĕнетĕп. Граждансене суйлава уççăн ирттерес ĕçе хутшăнма ыйтатăп. Пĕрле эпир тĕрĕс тата саккунлă суйлав ирттерме пултарăпăр, – тенĕ вăл.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4