Çу кунĕсенче те вăхăт тупаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 18.07.2025, 08:37 Просмотров: 89

Хĕрÿ çу кунĕсенче ял çыннин пĕр пушă вăхăт та çук. Ĕçрен таврăнсан пурте пахчана васкаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытакансен ĕçĕ тата ытларах. Ял çынни йынăшма хăнăхман, пурне те ĕлкĕрет. Çы­рлине те пуçтарать, хăярне те тăварлать, ĕнине те сăвать.

Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем вара ятарлă çар опе­рацине хутшăнакан салтаксене пулăшма та вăхăт тупаççĕ. Акă Чуманкассинчи Культура çуртĕнче маскировка сетки çыхакансем пуçтарăнаççĕ, çĕнтерĕве хăйсен тÿпине хы­ваççĕ. Тылпа фронт пĕрлĕхĕ тăшмана хăвăртрах çапса аркатма май панине ăнланаççĕ вĕсем.

– Ку хутĕнче сетка çыхмалли япаласене вĕсем хăйсем туяннă. Ялти хĕрарăмсене тав сăмахĕ калатăп. Çакăн пек çынсем пуррипе пирĕн Раççей хăватлă, – çапла пĕлтерет «Моргаушцы- ZА Победу!» ушкăн волонтерĕ Андрей.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6