«Уй-хир кунĕ» выставка

Категория: Общество Опубликовано: 18.07.2025, 08:30 Просмотров: 107

Июлĕн 16 – 17-мĕшĕсенче Çĕрпÿ округĕнче ре­спубликăри «Уй-хир кунĕ – 2025» курав иртнĕ.

Асăннă выставка 19-мĕш хут ĕçленĕ. Кунта 15 регионти 69 делегаци хутшăннă. 12 гектар çинче 28 компани 200 ытла техника кăтартнă. 41 организаци тĕрлĕ им-çам, удобрени, выльăх апачĕ сĕннĕ.

Выставкăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев уçнă. Вăл кунта наукăпа практика тата тĕрлĕ технологи тĕл пулнине палăртнă.

– Ял хуçалăхне аталантарса эпир хамăр ялсе­не те аталантаратпăр. Вĕсене пурăнма тата ĕçле­ме хăтлăрах тăватпăр, – тенĕ Олег Николаев.

Выставкăра пирĕн аграрисене «Гомсельмаш», «Пегас-Агро» тата ыттисен техникине панă. Ку – паян-ыран хире тухакан хуçалăхсемшĕн пысăк пулăшу.

Выставкăра 315 тĕрлĕ ял хуçалăх культурипе паллаштарнă. Вĕсене пирĕн климатра тĕрĕслесе пăхнă. Çакă республикăна çĕнĕлĕхсене вăя кĕрте­кен регион ятне тивĕçме май парать.

Олег Николаев тата «Россельхозбанк» АО Чăваш филиалĕн ертÿçи Ирина Письменская Фермер шкулĕнчен вĕренсе тухнисене диплом­сем панă. Вĕсен шутĕнче пирĕн ентешсем Андрей Скворцов, Ольга Бархаткина тата Роман Ни­колаев пур.

Сăмах май палăртса хăварăпăр, Фермер шкулĕнчен улттăмĕш тапхăр тухнă.

Выставкăра Муркаш округĕнчи хуçалăхсен ертÿçисемпе фермерсем те пулнă, çĕнĕлĕхсемпе паллашнă.

«Уй-хир кунĕ» выставкăна ирттерни пирĕн реги­онта ял хуçалăхĕ ăнăçлă аталаннине, кунта малта пыракан опыта тĕпе хурса ĕçленине çирĕплетет.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4