«Пехете» çитсе курăр

Категория: Общество Опубликовано: 18.07.2025, 08:27 Просмотров: 93

Чăваш Республикинче пĕрремĕш фермер агромаркечĕ уçăласси пирки Чăваш Ен Пра­вительствин ертÿçи Сергей Артамонов хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтерчĕ. Вăл Чăваш Ре­спубликин Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕнĕвĕпе ĕçлеме тытăнать.

«Пехет» агромаркет паян, июлĕн 18-мĕшĕнче, «Каскад» суту-илÿ центрĕнче ĕçлеме пуçлать. Çак уява савăнăçлă, илемлĕ тата тутлă ирттер­ме палăртаççĕ. Подрядчик ĕçлеме пуçланăранпа кунти лаптăк йăлтах илемленсе ларнă, ви­тринăсене йывăçран тунă, ытти япалана та йăл­тах эрешлетсе илемлетнĕ. Суту-илÿ лаптăкĕн­че наци колоричĕ, чăвашлăх палăрать, чăваш ÿнерçисен тăрăшулăхĕ лайăх курăнать. Кунти кашни япалана чуна парса тунă.

Агромаркетра 40 ытла производителĕн эколо­ги тĕлĕшĕнчен пысăк пахалăхлă тĕрлĕ продук­цине сутаççĕ: аш-пăш, сĕт-çу, пахча çимĕç, пыл, сыр тата ытти çимĕç пулĕ сутлăхра. Унсăр пуç­не кунта килекен кашни хăна халăх промыслипе паллашĕ, сувенир туянма пултарĕ.

Унта кайса çÿреме меллĕ пултăр тесе çул-йĕр бригади обществăлла транспорт чарăнăвĕ йĕрке­ленĕ. Кунта 5 тата 13 номерлĕ хула транспорчĕн маршручĕсем çÿреççĕ.

«Пехет» сăмаха вырăсла куçарсан «изоби­лие, достаток, богатство» тенине пĕлтерет. Вăл «Каскад» суту-илÿ центрĕн цоколь хутĕнче вы­рнаçнă, лаптăкĕ – 4,2 пин тăваткал метр. Ăна республикăра пурăнакансене тата хăнасене эко­логи тĕлĕшĕнчен паха чăваш продукцийĕ сĕнес, çĕнĕ йышши фудкорт йĕркелес тĕлĕшпе тунă. Проектпа пăхнă тăрăх, унта 50 суту вырăнĕ тата обществăлла апатланăвăн 4 точки пулмалла. Çак лаптăка пĕр харăс 1050 çын вырнаçать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6