Ильинкăсем - çĕнтерÿçĕсем

Категория: Общество Опубликовано: 23.05.2025, 13:29 Просмотров: 94

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ тăрăх, федераци шайĕнче ашшĕ-амăш пĕрлĕхĕн пуçарăвĕн конкурсĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче Чăваш Енти 26 проекта ырласа йышăннă. Çак проектсене пурнăçлама 22 млн тенкĕне яхăн укçа уйăраççĕ. Çĕнтерÿçĕсене хавхалантарасси тĕрлĕрен: 2 млн тенкĕ таран* 500 пин тенкĕрен пуçласа 1 млн тенкĕ таран* 200 пин тенкĕрен пуçласа 500 пин тенкĕ таран. Иккĕмĕш категори йышне 9 шкул кĕнĕ, вăл шутра - Ильинка шкулĕ те. Ильинка шкулĕнчи биологипе хими вĕрентекен Юлия Чернова çапла пĕлтерчĕ: «Пирĕн шкулăн ашшĕ-амăшĕн пĕрлĕхĕ «Ильинская тропа» проект хатĕрлерĕ, тĕллевĕ -ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен экологи культурине ÿстересси. Софинансированисĕр проект 800 пин тенкĕ ытла тивĕçрĕ».

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4