Автоçула малалла юсаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 25.04.2025, 13:07 Просмотров: 52

Муркаш муниципалитет округĕ наци проекчĕсене активлă хутшăнать, вăл шутра - «Пурнăç инфратытăмĕ» çĕнĕ наци проектне те. Ку проект çынсем пурăнакан вырăнсене комплекслă аталантарма пулăшать. Наци проекчĕ шайĕнче кăçал «Тойкилтĕ -Кĕртекасси» автомобиль çулне юсассипе малалла ĕçлеме палăртаççĕ.

Çакна асăнса хăвармалла, «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çул-йĕр» программа шайĕнче 2023 çулта унта 2 километр юсанă, иртнĕ çул виçĕ лаптăкра 6 километра яхăн çĕнетнĕ. Кăçал Ваçкасси ялĕ еннелле 2,49 километр çинче ĕçсем пуçăнĕç. Мартăн 21-мĕшĕнче подрядчика палăртасипе аукцион пулнă, вăл - «ДОРТЕХ» чикĕллĕ яваплăхлă общество. Апрелĕн 4-мĕшĕнче округ администрацийĕ подряд организацийĕпе килĕшÿ тунă. Вăл юсав ĕçне августăн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шантарать. Çак ĕç валли пĕтĕмпе 26,4 млн тенкĕне яхăн уйăрма палăртаççĕ. Аса илтеретпĕр, «Пурнăç инфратытăмĕ» çĕнĕ наци проекчĕ шайĕнче регионта 4 кĕпер, 70 километр çул-йĕр юсама палăртаççĕ тата 6 км урамсене çутăпа тивĕçтерĕç. «Çак 70 километр çул шутĕнче «Тойкилтĕ -Кĕртекасси» автоçул та пурришĕн эпир питĕ савăнатпăр. Ваçкасси тата çывăхри ялсенчи çынсем ку пулăма тахçантанпах кĕтеççĕ. Çулăн çак пайне тахçанах юсаман», - палăртать Уйкас Янасал территори пайĕн пуçлăхĕ Людмила Михайлова.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4