Хурт-хăмăра сиен кÿрес мар тесен

Категория: Общество Опубликовано: 18.04.2025, 17:57 Просмотров: 129

Раççейре «Портал пчеловода» çĕнĕ цифра платформине ĕçлеттерме пуçланă. Унта ял хуçалăхĕсем уй-хирте пестицидсемпе ĕçлеме планланине пĕлтерме тивĕç. Портал урлă аграрисен хăйсем хăш уй­хире, хăçан, мĕн вăхăтра им­ çамлама тухассине тата мĕнле препаратпа усă курассине пĕлтермелле. Цифра платформи хурт­хăмăрçăсене çак информацие пĕлсе тăма, сыхланма май парать. Система уй­хирте ĕçленине фильтрлать, вăл е ку препарат çыншăн тата хурт­хăмăршăн мĕнле хăрушлăх кÿнине те ха­клать. Çавăн пекех хушма системăра вăл е ку препаратпа сиенленсен мĕн тумаллине, утара çав вăхăтра мĕнле куçармаллине е хурт­хăмăра вăхăтлăх хупса хумаллине ăнлантараççĕ. «О пестициде» саккунпа килĕшÿллĕн пестицидпа усă куракансен çав уйран 7 километрта вырнаçнă утарçăсене 5 кунран кая юлмасăр тата 10 кунран мала мар пĕлтермелле. Утарçăсен вара çак информацие илнĕ хыççăн хурт­хăмăра хăрушлăх зонинчен 5 - 7 километра аяккарах илсе тухмалла е вĕсене вăхăтлăх хуп­малла. Çакăн пек чикĕлев 7 - 10 кунлăх пулма пултарать. Кашни утарăн хăйĕн ветеринарипе санитари кĕнеки пулмалла, хурт­ хăмăра чир­чĕр тĕлĕшпе тĕрĕслеттермелле. 2025 çултанпа вĕллесене ушкăнпа маркировка тăвас саккун вăя кĕрет, вĕсем çине 3 метртан курăнакан табло вырнаçтараççĕ.

Россельхознадзорăн Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республикинчи управленийĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4