Уй-хир ĕçĕ сарăлса пырать

Категория: Общество Опубликовано: 18.04.2025, 15:56 Просмотров: 109

Çанталăк кунран­кун ăшăтса, тав­ралăха симĕс сăн кĕрсе пырать. Çавна май çĕр ĕçченĕ кашни самантпа туллин усă курма тăрăшать, ĕç шавĕ уй­хирте сарăлса пырать. Ял хуçалăх производство коопера­ тивĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕ­сем, çавăн пекех хушма хуçалăхри çĕр ĕçченĕсем хĕрÿ тапхăр валли хурçă утсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăла­раççĕ. Ку питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç, вăл ĕç хурăшсăрлăхĕпе, çынсен сывлăхĕпе пурнăçне сыхласа хăварас­сипе çыхăннă. Юсавсăр тата техни­ка тĕрĕслевĕ витĕр тухман техникăпа ĕçлени вара хăрушлăх умне те кăларса тăратма пултарать. Муркаш муниципалитет округĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, апрелĕн 17­мĕшĕ тĕлне округ­ри мĕнпур формăллă хуçалăхсем 4752 гектар çинчи кĕрхи культурăна, 2006 га нумай çул ÿсекен курăксене апатлан­тарнă, 2140 га сÿреленĕ. Çак кунсенчех хуçалăхсем ака ĕçне те пуçăнма палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4