Тирпей-илем кӗртер

Категория: Общество Опубликовано: 18.04.2025, 15:54 Просмотров: 118

Республикӑра тавралӑха тирпей­илем кӗртессипе йӑлана кӗнӗ экологи уйӑх­лӑхӗ старт илет. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм­каналӗнче. Пин­пин мероприятие яхӑн ирттерме палӑртнӑ. Ҫав шута массӑллӑ «Симӗс Раҫҫей» субботниксене, «Раҫҫей шывӗ» тата «Астӑвӑм сачӗ» акцие кӗртнӗ. Кӑҫал пӗтӗм Раҫҫейри «Наци тыр­пул пухса кӗртес уйрӑмлӑхсем» акци пӗрремӗш хут иртет. Анчах тасатнӑ ҫӗрте мар, ҫӳп­ҫап тӑкман ҫӗрте таса пулать. Шӑпах ҫавӑнпа муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене пирӗн ҫынсем пурӑнакан вырӑнсенче ҫӳп­ҫап пухмалли инфратытӑм ҫителӗклӗ пул­ни ҫине пӑхма ыйтатӑп. Ку вӑл пирӗн халӑх пурӑнакан вырӑнсен тасалӑхӗпе хӑтлӑхӗшӗн пӗлтерӗшлӗ. Ҫитес эрнере вара ӗҫ коллективӗсем­пе вӗренӳ заведенийӗсенче субботник­сем йӗркелемелле. Пурне те ҫак мероприятисене хут шӑнма тата Чӑваш Енри хӑтлӑха хамӑр тӳ­пене хывма чӗнетӗп. Пӗрле хамӑр тӑрӑха тата илемлӗрех те хӑтлӑрах тӑвӑпӑр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4