Сад-пахчаçăн çурхи ĕçĕсем

Категория: Общество Опубликовано: 11.04.2025, 14:52 Просмотров: 222

Ака уйăхĕн 12 - 13-мĕшĕсем. Тăван тавралăха сăнакан уйăх тулнине асăрхатех ĕнтĕ. Пĕр çул тата нумай çул ÿсекен чечексемсĕр пуçне халĕ ытти культурăна акма сĕнÿ çук. Маларах акнă чечексене сайралатмалла. Çак вăхăтра ÿсен-тăрана шăварма тата минераллă удобренипе апатлантарма, сăтăрçăсемпе кĕрешмемеллĕ. Помидор, пăрăç, баклажан, физалис калчисене пысăкрах шăнăçсене куçарса лартма юрать.

Ака уйăхĕн 14-мĕшĕ. Çак кун уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн пÿлĕмри ÿсен-тăрана шăварни мелсĕр шутланать. Теплицăри е чÿрече умĕнчи çĕре кăпкалатăр, шăтнă калчасене сайралатăр. Розăсене лартма тата куçарса лартма хатĕрленĕр.

Ака уйăхĕн 15 - 16-мĕшĕсем. Халĕ вăрлăх акни, лартни, куçарса лартни тата ÿсен-тăранпа ытти ĕçсене пурнăçлани меллĕ шутланмасть. Акнă-лартнă калчасене сайралатăр, хăвăр плансене пăхса йăрансем хатĕрлĕр, çÿп-çап пуçтарса пахчана тирпейлĕр.

Ака уйăхĕн 17 - 18-мĕшĕсем. Садри улма-çырла йывăççисене касма, тураттисене иртме тăхтăр. Уйăх календарĕпе ÿсен-тăрана шăварма тата органика удобренийĕпе апатлантарма меллĕ вăхăт пулнине шута илĕр. Калча тума хăяр вăрлăхĕ акма тăрăшăр. Çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме кăларса хурăр.

Ака уйăхĕн 19 - 20-мĕшĕсем. Çĕр пулса çитнине кура ир пулакан çĕр улми лартма юрать. Шăрăха тÿсĕмлĕ чечексене те çак кунсенче акăр, çурхи ыхра лартма тăрăшăр. Улма-çырла йывăççисен сăтăрçисемпе вăхăтра кĕрешни эффективлă пулнине шута илĕр. Халĕ улмуççи, груша, чие, слива, ирга, роза, жимолость лартма меллĕ вăхăт. Çĕре кăпкалатни лайăх.

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕ - Мăнкун.

Ака уйăхĕн 21- 22-мĕшĕсем. Йăран çине ир пулакан редис акма вăхăт тупăр. Çÿллĕ ÿсмен помидор калчисене куçарса лартăр. Улма-çырла йывăççисен сăтăрçисемпе кĕрешни вырăнлă шутланать. Йăран çинчи ÿсен-тăра органика удобренийĕпе Апатлантарма тăрăшăр.

Ака уйăхĕн 23 - 24-мĕшĕсем. Пахча çимĕçе акма-лартма мелсĕр кунсем. Теплицăсемпе парниксене ĕç сезонне хатĕрлессипе малалла ĕçлеме лайăх вăхăт. Йăрансене полиэтилен хутпа витсе ăшăтăр. Улма-çырла йывăççисен сăтăрçисемпе кĕрешсе им-çам сапăр. Сад-пахчари ÿсен-тăрана органика удобренийĕпе апатлантарăр.

Ака уйăхĕн 25 - 26-мĕшĕсем. Ÿсен-тăрана шăварăр тата органика удобренийĕпе апатлантарăр. Йăран çине кишĕр акăр. Пÿрте е теплицăна акнă калчасене сайралатăр. Йăрансем хатĕрлĕр. Улмуççисемпе тĕмсем тавра тата çĕр çырли ÿсекен йăрансем çине органика удобренийĕ хурăр.

Ака уйăхĕн 27 - 28-мĕшĕсем. Çĕр улми лартмалли ана пиçсе çитрĕ пулсан, ăна сухала-малла тата культивацилемелле. Хатĕр çĕр çине пуçлă сухан, çурхи ыхра, ир пулакан çĕр улми лартма юрать. Йывăç-тĕмсене сăтăрçăсенчен хÿтĕлеме им-çампа пĕрĕхмелле. Улмуççи, груша, чие, слива, ирга, роза лартмалла, вĕсене çийĕнчех апатлантармалла.

Ака уйăхĕн 29 - 30-мĕшĕсем. Сад-пахчари лăпкăлăх кунĕсем. Нимĕн те акма, лартма, куçарса лартма, сайралатма юрамасть. Ÿсен-тăранпа ытти ĕç пурнăçлама та сĕнÿ çук. Çум курăкĕпе кĕрешни çеç ытлашши пулмĕ. Анасем çине органика удобренийĕ хывмалла. Малашлăха пăхса им-çам туянмалла. Çу уйăхĕ валли паянах ĕç планĕ хатĕрлемелле.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6