Пуҫарулӑх бюджечӗ пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма май парать

Категория: Общество Опубликовано: 11.04.2025, 13:40 Просмотров: 151

Кӑҫал пуҫарулӑх бюджечӗн 1555 проектне 3,3 миллиард тенкӗлӗх пурнӑҫлама палӑртнӑ

2025 ҫулта Чӑваш Республикинче пуҫарулӑх проекчӗсен рекордлӑ йышне – 1555 проектне вӑя кӗртмелле. Проектсене пурнӑҫлама пулӑшас енӗпе палӑртнӑ плансене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн кашни эрнере ирттерекен планеркин­че сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн пекех пуҫарулӑх бюджетне 2024 ҫулта пурнӑҫланине пӗтӗмлетнӗ. Пуҫарулӑх проекчӗсем ҫине яракан пӗтӗ­мӗшле сумма – 3,3 миллиард тенкӗ, ҫав шутра республика бюджечӗн укҫи­тенки – 2,2 милли­ард тенкӗ. Ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Инна Волкова пуҫарулӑх проекчӗ­сене пурнӑҫлас енӗпе 2024 ҫулта Чӑваш Енре ПФО субъекчӗсем хушшинче уйӑрнӑ укҫа­тенкӗчи пысӑк калӑпӑшлӑ пулнине палӑртнӑ. «Ӗҫе лайӑх тунӑ, пӗлтӗрхинчен те лайӑхрах. Пирӗн тӗп тӗллев – пур объекта та лайӑх ҫанталӑк условийӗсенче пурнӑҫлама пуҫласси тата вӗҫлесси.

Укҫа­тенкӗне кӑҫал мала­рах ҫитернӗ, хатӗрленӗ алгоритмсем тӑрӑх, лару­тӑрӑва тӗплӗн тишкерсе, ӗҫе вӑхӑтра йӗркелемелле», – палӑртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. 2025 ҫулта 568 автомобиль ҫулне, комму­наллӑ хуҫалӑхӑн 257 объектне, 96 мас сӑллӑ кану объектне, социаллӑ пурнӑҫпа культура сферин 105 объектне, территорипе ял туризмне хӑтлӑх кӗртмелли 141 объекта, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 7 объектне юсама, 62 пӗвене тасатма, выльӑх пытарнӑ 85 вырӑна тирпейлеме, 97 шыв объ­ектне, 69 ача тата вӑйӑ площадкисене йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Проектсем 7 ен шайӗнче пу­лаҫҫӗ: «Спорт территорийӗ», «Ача­пӑча тӗнчи», «Яла тирпейлесси», «Ял инфратытӑмне аталан­ тарасси», «Эсӗ суйласа илни», «Тӗлӗнмелле шыв», «Пирӗн ҫулсем». Хальхи вӑхӑтра муниципалитет контрак­чӗсене тӑвассине Пӑрачкав, Вӑрнар, Кус­лавкка тата Тӑвай муниципалитет округӗсен администрацийӗсене 80 процент ытла тивӗҫ­ тернӗ. Шӑмӑршӑ, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк, Канаш, Красноармейски тата Вӑрмар муниципалитет округӗсем кая юлаҫҫӗ. Элӗк, Йӗп­реҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗсен пӗр ҫырнӑ контракт та ҫук. «Муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсен муниципалитет контракчӗсене тӑвас ӗҫе хӑ­вӑртлатмалла тата пуҫарулӑх Проекчӗсене 2025 ҫулхи майӑн 1­мӗшӗччен контрактациле­мелле», – палӑртнӑ министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан. 2020 ҫултан пуҫласа 2025 ҫулччен ял тер­риторийӗсене комплекслӑ аталантармалли программӑна пурнӑҫлама укҫа­тенкӗ 10,2 мил­лиард тенкӗ янӑ. Ҫав шутра 2025 ҫул валли 2,8 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

2020 ҫултан пуҫласа 2024 ҫулччен ялта 5218 проект пӗтӗмӗшле 5,9 миллиард тенкӗлӗх пур­нӑҫланӑ. Программа мероприятийӗсене (80 про­цент) укҫа­тенкӗ уйӑрнин тӗп пайне республика бюджечӗн шайӗнче пурнӑҫлаҫҫӗ. Пуҫарулӑх проекчӗсене пурнӑҫлани Чӑваш Ен ял террито­рийӗсене аталантармалли пӗлтерӗшлӗ инстру­мент шутланать тата муниципалитет округӗсенче пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма май парать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4