Апрелӗн 17-мӗшӗнче пресс-конференци иртет

Категория: Общество Опубликовано: 11.04.2025, 13:32 Просмотров: 154

Ку ӗҫ улттӑмӗш хут иртет. СМИ пред­ставителӗсен ыйтӑвӗсене хуравл анӑ чухне Чӑваш Республикин Олег Николаев республика аталанӑвӗн 2024 ҫулхи пӗтӗмлетӗвне пӑхса тухӗ, иртнӗ обществӑпа политика пулӑмӗсене хак парӗ, республикӑри Социаллӑ пур­нӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программинче палӑртнӑ плансене тишкерӗ. Журналистсем регион ертӳҫине хӑйне те, ВКС­ра та ыйтусем пама пултараҫҫӗ. Пресс­конференци 11 сехетре пуҫланать. Пресс­конференцие Чӑваш Ен Наци телекуравӗн, «Тӑван радио» тата «Наци радио» тӳрӗ эфирӗсенче, Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанийӗн официаллӑ сайтӗнче, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн ВК ушкӑнӗнче тата телеграм­каналӗнче, ҫавӑн пекех «Чӑ­ваш Республики» ВК ушкӑнӗнче тата «Республика 21» телеграм­каналта трансляцилӗҫ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4