Олег Николаевӑн ҫӗнӗ пуҫарӑвӗ

Категория: Общество Опубликовано: 11.04.2025, 13:29 Просмотров: 125

«ФаП – туртӑм центрӗ»: Чӑваш енре ял медицинине аталантарас енӗпе ҫӗнӗ проект хута кайнӑ. кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм- каналӗнче пӗлтернӗ. Вӑл фельдшерсем халӑхпа ӗҫлес­сине улӑштарӗ, ял тӑрӑхӗнче медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курас майсене ӳстерӗ. Эпир Чӑваш Енри пур муниципали­ тета та проекта явӑҫтарӑпӑр. Пирӗн тӗллев – ҫынсен хӑйсен сывлӑхӗ ҫине ӑнланса пӑхнине йӗркелесси. Эпир эталон ФАП тӑвӑпӑр. Кунта фельдшер сиплекен врачӑн функцийӗсен пӗр пайне туса пыма, телемедицина сеансӗсем йӗркелеме тата кирлӗ пултарӗ. Ҫавӑн пекех фельдшерсем вӑ­раха каякан чирсемпе чирлеме пултара­ кансен ушкӑнне тупса палӑртӗҫ. ФАП­сен 66 ӗҫченӗ Чӑваш Ен Сыв­лӑх министерствин квалификаци ӳстермелли курсне пӗтернӗ ӗнтӗ, вӗсен ӗҫне валли справочниксем туса хатӗрленӗ. Профессин сумне ӳстерме «Ман ӑн ФАП чи лайӑххи» конкурс хута яратпӑр. Ял ҫыннисене диспансериза­цие явӑҫтарма волонтерсемпе ҫыхӑнса ӗҫлессине вӑйлатма палӑртатпӑр. Ҫамрӑксен организацийӗсене ӗҫе хастар хутшӑнма тата мероприяти­сене йӗркелеме медицина ӗҫченӗсене пулӑшма чӗнетӗп. «Идеаллӑ ФАП» мо­дельне республикӑри пур ФАП­ра та ӗҫе кӗртӗҫ. Пирӗн умра задача тӑрать – ҫак про­ект урлӑ ҫынсем хӑйсен сывлӑхӗ ҫине ӑнланса пӑхассине тата ӑна упрассине йӗркелесси.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4