Куллен фронта пулăшаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 28.03.2025, 13:16 Просмотров: 45

Муркаш округĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене ялан пулăшма тăрăшаççĕ. Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ çĕнтерĕве çывхартма пулăшнине аван ăнланаççĕ ентешсем.

Пĕрисем салтаксем валли апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, теприсем чăлха-нуски çыхаççĕ. Строительство материалĕ, автомобильсем, генераторсем тата ытти хатĕр ăсатакан та сахал мар. «Моргаушцы - ZА Победу» ушкăн волонтерĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн округра маскировка сетки çыхасси анлă сарăлнă. Ял çыннисем çак ĕçе пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ. Ку енĕпе уйрăмах Катькас тăрăхĕнче пурăнакансем хастар пулнине палăртмалла.

- Кашни хăйĕн вырăнĕнче пысăк тăрăшулăхпа вăй хурать. Ку пирĕн фронт пулать,- теççĕ ял çыннисем. Маскировка сетки çыхас, дронсенчен пытанма май паракан пончо çĕлес ĕç пĕр кун та чарăнмасть.

- Эпир салтаксене пулăшмасăр пултараймастпăр. Кашни хăйĕн тÿпине хывма тивĕç. Çапла эпир çĕнтерĕве çывхартатпăр, - палăртаççĕ хастар хĕрарăмсем.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4