Бокс турнирĕ пулать

Категория: Общество Опубликовано: 07.02.2025, 13:21 Просмотров: 100

Февралĕн 13 – 15-мĕшĕсенче «Сывлăх» спорт шкулĕнче бокс енĕпе республикăри 12-мĕш турнир иртет. Ăна совет çарĕсене Афганистанран кăларнине тата интернационалист-салтаксене халалланă. Ăмăрту Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн пулать. Спорт уявне ирттерессипе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна округ пуçлăхĕ Алексей Матросов ертсе пычĕ. «Сывлăх» спорт шкулĕн бокс тренерпреподавателĕ Сергей Черкашин пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикинчи, вăл шутра Муркаш округĕнчи боксерсемсĕр пуçне Саратовран, Санкт- Петербургран та килĕç. Уяв 100 – 120 боксера пухĕ. Турнира савăнăçлă лару-тăрура февралĕн 13-мĕшĕнче 16 сехетре уçаççĕ.

Йĕркелÿ комитечĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6