Волейбол ăмăртăвĕ иртрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 07.02.2025, 13:14 Просмотров: 97

Февралĕн 1-мĕшĕнче Муркаш округĕнче «Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче хĕрарăм командисен волейбол чемпионачĕ пулчĕ. Ăмăртăва 6 команда хутшăнчĕ: Оринин территори пайĕн команди, «Сывлăх», «Ваçкасси», «Искра-Б. Сундырь», Муркаш шкулĕ, «Сĕнтĕр райповĕ». Спорт уявне хутшăннисене округ пуçлăхĕн çамрăксен ыйтăвĕпе ĕçлекен советникĕ Михаил Николаев саламларĕ. Çивĕч кĕрешÿре «Сывлăх» команда чи хастарри пулчĕ, иккĕмĕш – Оринин территори пайĕн команди, виççĕмĕш – «Искра-Б. Сундырь» команда. Лайăх вылякансене те палăртрĕç, «Чи лайăх çыхăнтаруçă» – Татьяна Васютина («Сывлăх»), «Чи лайăх тапăнакан» – Анна Сапожникова (Оринин), «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» – Арина Васильева («Искра-Б. Сундырь»).

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4