Кăтартусем аван

Категория: Общество Опубликовано: 24.01.2025, 14:28 Просмотров: 87

2024 çул хыçа юлчĕ. Малтанхи пĕтĕмлетÿсем тума вăхăт. Муркаш округ администрацийĕнче тунтикун ирттернĕ планеркăра пĕлтернĕ тăрăх, экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем лайăх. Пĕтĕмĕшле илсен иртнĕ çул тĕрлĕ тавар 8 млрд та 933 млн тенкĕлĕх туса кăларнă. Ку кăтарту малтанхи çулхинчен 36 процент пысăкрах пулать. Ял хуçалăх предприятийĕсем те япăх мар ĕçленĕ. Иртнĕ çул 2 млрд та 356 млн тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Малтанхи çулхинчен 36 процент ытларах. Ваккăн тавар сутасси ÿснĕ: 1 млрд та 493 млн тенкĕлĕх, малтанхи çулхинчен 10,5 процент нумайрах. Обществăлла апатлану предприятийĕсем 220 млн тенкĕлĕх апатлантарнă тата апат-çимĕç кăларнă. Малтанхи çулхинчен 26,6 процент пысăкрах.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4