Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен республикăри бюджет сферин ĕçченĕсен ĕç укçи 8,1 процент ÿсет. Ятарлă йышăнăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă. Ĕç укçи республикăри 71 пин ытла специалистăн ÿсет. Вăл шутра – вĕренÿ, сывлăх сыхлав, культура, социаллă хÿтĕлев, ĕçпе тивĕçтерекен, физкультурăпа спорт тата ытти отрасльсен ĕçченĕсен.
– Бюджетниксен оклачĕсене 8,1 процент ÿстерме кирлĕ укçа-тенкĕне республика бюджетĕнче 2025 – 2027 çулсем валли пăхса хăварнă. Çакна валли 3 млрд тенкĕ кирлĕ пулать, – пĕлтернĕ финанс министрĕ Михаил Ноздряков. Çавăнпа пĕрлех чи пĕчĕк ĕç укçипе (МРОТ) çыхăннă бюджетниксен ĕç укçи те ÿсет. Вăл январĕн 1-мĕшĕнчен 16,6 процент хăпарчĕ, 22440 тенкĕпе танлашрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен республикăри бюджетниксен ĕç укçи фончĕ кăçал 40,1 млрд тенкĕпе танлашать. Ку кăтарту иртнĕ çулхинчен 12,5 процент пысăкрах.
ЧР Правительстви
Сентябрь 2026 |
