Тăрăшуллă сутуçăсем

Категория: Общество Опубликовано: 17.01.2025, 08:44 Просмотров: 39

Муркаш пасарне кĕнĕ çĕрте пĕрремĕш çул мар Шупаш- карти 1-мĕш номерлĕ çăкăр завочĕн «Калач» магазинĕ ĕçлет. Ял çыннисем кунта ялан ăшă çăкăр-булка, тин кăна пĕçернĕ тортпа печени-пĕремĕк, икерчĕ-сушка тата ытти тавар туянма пултараççĕ.

– Халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси – пирĕншĕн ялан тĕп вырăнта. Çынсем те çулталăкĕпех пирĕн магазинпа тачă çыхăну тытаççĕ. Вĕсем кунтан кăмăлпа тухса кайни ĕçлес хавхаланăваÿстерет, – терĕç мана смена улшăнăвĕ тĕлĕнче тĕл пулнă сутуçăсем (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла): Надежда Юнусова, Олеся Антонова, Галина Кузнецова тата Полина Трофимова. Чун ыйтнипе суйласа илнĕ ĕçре вĕсем 5 – 8-шар çул вăй хураççĕ. Тавар туянма кĕрекенĕн ыйтăвне туллин тивĕçтерессине кун йĕркинче тытать Олеся Евгеньевна ертсе пыракан коллектив. 3 ачаллă амăшĕсем тавар туянакана ялан çемçе çăкăрпа тивĕçтернине ырламалла кăна.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4