2025 çулхи ĕç, уяв кунĕсем

Категория: Общество Опубликовано: 10.01.2025, 15:03 Просмотров: 35

Раççей Правительстви 2025 çулхи ĕç, уявпа кану кунĕсене çирĕплетнĕ. Кун пирки калакан йышăнăва Михаил Мишустин премьер-министр алă пуснă. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе эпир февралĕн 22 тата 23-мĕшĕсенче – шăматкунпа вырсарникун – канатпăр. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ мартăн 8 тата 9-мĕшĕсене килет – шăматкунпа вырсарникун. Çуркунне тата Ĕç уявĕ майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 4-мĕшĕччен тăсăлать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунине майăн 8-мĕшĕнчен пуçласа майăн 11-мĕшĕччен уявлатпăр.

Раççей кунне июнĕн 12 – 15-мĕшĕсенче ьпаллă тăватпăр. Халăх пĕрлĕхĕн кунне – ноябрĕн 2 – 4-мĕшĕсенче. Декабрĕн 31-мĕшĕ кану кунĕ пулать. Январĕн 4 тата 5-мĕшĕсем (шăматкунпа вырсарникун) кану кунĕсене лекрĕç. Çавăнпа вĕсене майăн 2-мĕшне тата декабрĕн 31-мĕшне куçарнă. Çавăн пекех ĕçлемен çак кунсене ку- çарнă: февралĕн 23-мĕшне (вырсарникун) майăн 8-мĕшне (кĕçнерникун), мартăн 8-мĕшне (шăматкун) июнĕн 13-мĕшне (эрнекун), ноябрĕн 1-мĕшне (шăматкун) ноябрĕн 3-мĕшне (тунтикун).

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4