Сăн ÿкерчĕкре Турай тăрăхĕнчи Çулав ялĕнче пурăнакан Татьяна Ухваринăна куратăр. Вăл – ялта питех те кирлĕ специалист, Турайри ветеринари участокĕн ветеринари врачĕ.
Ку кăна-и? Татьяна Ипполитовна 2006 çултанпа вырăнти суйлав участокĕн комиссийĕнче тăрăшать. Малтан вăл комисси членĕ пулнă, халĕ чылай çул участокри комиссие ертсе пырать.
– Шаннă ĕçе тĕрĕсех тума тăрăшатăп яланах. Турай участокĕ суйлав ирттерессипе лайăххисен шутĕнче пултăр тетĕп. Çынсем Конституци правипе усă курса суйлава хутшăнма тăрăшаççĕ. Çавăн пекех суйлавра харпăр хăйĕн сассине парасси – çыннăн гражданла тивĕçĕ те. Турай тăрăхне суйлав енĕпе хурлас килмест, пирĕн çынсем активлă.
Ку ĕçре пĕлмелли вара питĕ нумай, кашни цифра шайлашуллă пулмалла. Пĕр çĕрте тĕрĕс мар çырса ятăн пулсан, ытти çĕрти отчет тĕрĕс тухмасть. Тĕпрен илсен, суйлав ĕçĕн йĕрки малтанхи пекех. Сăнав ĕçĕпе хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çине вара, малтанхипе танлаштарсан, çивĕчрех пăхма пуçларăмăр, – терĕ Татьяна Ухварина.
Август 2026 |
