Çапла калать Ильинка тăрăхĕнчи Ойкас ялĕнче пурăнакан Владимир Ильин. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, апла пулин те çивĕч-ха, Шашкар суйлав участокне ертсе пырать.
Суйлав ĕçĕнче Владимир Николаевич пысăк ăсталăх пухнă. Епле-ха унсăрăн, хăй каланă тăрăх, суйлав ĕçĕнче вăтăр çула яхăн тăрăшать. Паллах, çак ĕçрен каннă вăхăтсем те пулнă. Çавăнпа та унăн сĕнÿ-канашĕ ыттисемшĕн вырăнлă. Малтан ăна комисси членĕ пулма шаннă, каярах — пысăкрах должноç.
— Суйлав комиссийĕнче тăрăшакан кашни çыннăн ĕçĕ пысăк яваплăхлă. Пирĕн комисси ултă çынран тăрать. Ертÿçĕ вара суйлаври кашни самантшăн, вăл шутра çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн те яваплă. Пирĕн ĕç суйлав вăхăтĕнче кăна мар, вăл самай маларах пуçланать. Çакăнти кашни ĕçе тĕрĕс ăнланмалла. Пÿлĕме саккун ыйтнă пек хатĕрлесе çитермелле. Вĕренмелле, хатĕрленмелле, суйлава тĕрĕс ирттерсе бюллетеньсене вăхăтра тата çухатмасăр округа илсе çитермелле, — терĕ Владимир Николаевич.
«Суйлава хутшăнасси кашни çыннăн тивĕçĕ тесе шухăшлатăп эпĕ. Çĕршыв пуласлăхĕ, аталанăвĕ эпир тĕрĕс суйлав тунинчен килет. Мансăрах суйлаççĕ тесе лармалла мар. Палăртнă вăхăтра суйлав участокĕсене çитмелле», — терĕ вăл пурне те суйлава активлă хутшăнма чĕнсе.
Август 2026 |
