Июлĕн 8-мĕшĕ - Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Хастар çемье

Категория: Главные новости Опубликовано: 08.07.2026, 16:39 Просмотров: 172

eQwemw3Tyym5hUchYtXMOwilv4 bEZfyb8LxnHqmjYh1SuOydhTs G7Ew 5dX NEEfhatuWDWAKTxFOKQhuRU5hi

Июлĕн 8-мĕшĕнче Çемье, юрату тата  шанчăклăх кунне паллă тăваççĕ, тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ, сумлă çемьесене чыслаççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре Муркашра пурăнакан Светланăпа Олег Терехинсен сумлă çемйине куратăр. Çак йыш пур енлĕ пултаруллă тата тăрăшуллă. Вĕсене ыр кăмăллăх ĕçĕсенче, тĕрлĕ мероприятире курма пулать.

Çак кунсенче мăшăрăн çемье уявĕ пулать, çавра çул мар пулин те, паллă кун. Светлана Сергеевнăпа Олег Викторович 15 çул ытла пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Апла пулсан вĕсем пурнăçăн çирĕп тĕрĕслевĕ витĕр тухма ĕлкĕрнĕ.   

Терехинсен çемйинче виçĕ ача ÿсет. Вĕсем ашшĕ-амăшне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе хавхалантараççĕ.  Асли - Екатерина,15 çулта. Вăл бал ташшисене ташлама ăста. Ку енĕпе вăл пуçламăш классенчех çирĕп хатĕрленсе пынă, Европа чемпионки пулнă. Катюша кăçал бал ташшин карьерине вĕçлерĕ, 9 класа куçнă май вĕренÿ  çине тимлĕх ытларах уйăрма шухăшларĕ. «Фантазия» ташă ушкăнне вара хутшăнать-ха вăл.  

12 çулхи Ксюша та ташă ăсти, сцена çинче вăл хăйне питех те çаврăнăçуллă тытать, пăхма кăмăллă ăна. Ачасен вĕренĕвĕпе воспитанийĕ çине ашшĕ-амăшĕ пысăк тимлĕх уйăрни курăнать.  Дима вара пĕр çулта кăна-ха, хаваслă сассипе вăл хăйĕн патне туртать. Çаксем мар-и-ха ашшĕ-амăшĕн телейĕ, пурнăç тăсăмĕпе тĕллевĕ;

Çемье май пуррипе пĕрле пулма, пĕрле тухса çÿреме, тавралăх илемĕпе киленме тăрăшать. Шел те, мăшăрăн пушă вăхăт  çукпа пĕрех. Светлана Сергеевна хăйĕн салонĕнче хĕр-пикесене, хĕрарăмсене илемлĕх парнелет, унăн услугипе усă куракан йышлă. Олег Викторовичăн та ĕç çителĕклĕ. Вăл Перекет банкĕнче эксперт должноçĕнче ĕçлет.  

Çав хушăрах вĕсем обществăлла ĕçсенче те активлă. Нумаях пулмасть вĕсем икĕ мероприятие хутшăнчĕç.  Округра çемье финанс фестивалĕ иртрĕ. Сакăр çемье хушшинче Терехинсем чăн çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

Ун хыççăн вĕсем Канаш хулинче пĕтĕм Раççейри çемье финанс фестивалĕн регион тапхăрне хутшăнса ăс-тăн çивĕчлĕхне кăтартрĕç,  Муркаш округ ятне хÿтĕлерĕç. Фестивальте çемьесем умне питех те кăткăс ĕç лартнă, финанс задачисене шутлама тивнĕ. Терехинсем пысăк ăсталăх кăтартса призлă вырăна пĕр утăм пусса çитереймен.

Июлĕн 8-мĕшĕнче вара вĕсем Чăваш Республикинчи Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви йĕркелекен республикăри нумай ачаллă çемьесен форумне хутшăнаççĕ.  Ĕç кунĕн тĕп теми - «Культурное наследие ПФО: путешествие большой семьей». Мероприяти программи кăсăклă пулма шантарать, тĕрлĕ халăх йăли-йĕркипе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма май парать.

Терехинсем ыр кăмăллăх ĕçне те хастар хутшăнаççĕ. Уйрăмах халĕ - ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра - çавăн пек хастар çынсен пулăшăвĕ фронтшăн питех те вырăнлă.  Вĕсем Муркашра -  Перекет банкĕ вырнаçнă çуртра - СВО ĕçĕсем валли икĕ пÿлĕм уйăрса пулăшаççĕ. Пĕринче Муркашри ветерансем салтаксем валли  хÿтлĕх сеткисем çыхаççĕ. Тепринче «Моргаушцы - ZA  Победу» волонтер ушкăнĕ çынсем ялсенчен илсе килекен япаласене пухма усă курать. 

Иртнĕ çул округра волонтерсен кунне халалланă мероприятире Светлана Сергеевнăна округра обществăлла ĕçе тата ыр кăмăллăх ĕçне хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Угасловăн Тав çырăвне парса чысларĕç.

Çавăн пек хастар çынсем пур пирĕн хушăра.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2