Паян «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат тухма пуçланăранпа 82 çул çитрĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 05.05.2026, 10:09 Просмотров: 734

photo 2025 04 02 11 12 05

1944 çулхи майăн 5-мĕшĕнче «Колхозник сасси» ятпа Муркаш район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ пичетленнĕ. Пĕрремĕш редакторĕ Ф.И. Малышкин пулнă. Хаçат эрнере пĕр хут, 1200 экземплярпа тухнă. Çак ятпа хаçат района 1959 çулта пĕтериччен тухса тăнă.

Района иккĕмĕш хут йĕркелесен хаçат 1965 çулта «Çĕнтерÿ ялавĕ» ятпа пичетленме пуçланă. Редакторĕ В.Т. Смирнов пулнă. Паян «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат А.И. Тихонов тĕп редактор ертсе пынипе тухать. Хаçат тиражĕ - 3233 экземпляр.

Редакци коллективĕ «Çĕнтерÿ ялавне» çырăнса илекенсене, хаçатпа çыхăну тытакансене, хаçата çырăнтарассипе тата вулакан патне çитерессипе тимлекен почтальонсене, ветерансене саламлать.

Малашне те пĕрле пулар!

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4