Майăн 1-мĕшĕнче Çуркуннепе Ĕç уявĕ тата çуллахи спорт сезонне уçнă ятпа Муркашра çуран чупса ăмăртассипе эстафета иртет.
Вăтам пĕлÿ паракан шкулсен командинче 10 ача (5 арçын ача, 5 хĕр ача) пулмалла. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен командинче – 6 ача (3 арçын ача, 3 хĕр ача). Ĕç коллективĕсен командинче – 4 çын (2 арçын, 2 хĕрарăм). Çемье командинче – 3 çын (ашшĕ, амăшĕ, 8 – 12 çулсенчи ача). Çемье командинче – 3 çын (ашшĕ, амăшĕ, 8 çулчченхи ача). Командăсем хутăшла эстафетăра ăмăртаççĕ. Дистанцисем тĕрлĕрен: арçын ачасемпе хĕр ачасем – 1000 метр, арçынсемпе хĕрарăмсем – 1000 метр, ветерансем – 500 метр, çемье командисем – 500, 300, 100 метр. 1-мĕш вырăна тухнă командăсене дипломпа тата кубокпа наградăлаççĕ. 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене тухнă командăсене – дипломпа. Призлă вырăнсене йышăннă командăсен спортсменĕсене медальсемпе тата грамотăсемпе чыслаççĕ. Çемье командисене – дипломсемпе, медальсемпе тата кубоксемпе. Ветерансене – дипломсемпе тата медальсемпе.
Ăмăртăва 10 сехетре «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнче чаплă лару-тăрура уçаççĕ.
Спорт уявне çитсе курăр!
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
