Каллех умра - вăрăм çул

Категория: Главные новости Опубликовано: 24.03.2026, 14:00 Просмотров: 375

ofqGm62jPQnxo3M0jElmzLmanOl2IVcbXXa1p0Ah2RNcUeGc47EInhuKVEQPUpfXqV0uOljd ryN AB2VMQfLoEJ

Пассажирсене турттарассипе ĕçлекен «АвтоУспех» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи Валентина Петрова гуманитари пулăшăвĕпе паян каллех вăрăм çула тухрĕ, СВО зонине ăна Муркаш округ администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова ăсатса ячĕ.  

- Ятарлă çар операцийĕ пынă территорие эпĕ вуннăмĕш хут кайса килтĕм, манăн ĕç тăвакан директор Инна Казанцева тăхăр хутчен çитсе килчĕ. Çапла эпир пĕрле вунтăхăр хутчен салтаксем патне гуманитари çитертĕмĕр.Çар чаçĕсенче пулатпăр.

  Фронтра мĕн-мĕн кирлине хам куçпа кайса куратăп. Хам техникăпа ĕçленĕрен те çакна лайăх ăнланатăп. Çар чаçĕсенче калаçатпăр, мĕн кирлине ыйтатпăр. Ытларах чухне автомашина резини ыйтаççĕ салтаксем. Апат-çимĕç, медикамент тата тĕрлĕ япала чылай илсе каятпăр кашни каймассерен, - тет Валентина Петрова.   

  Март уйăхĕнче вăл пĕрре кайса килнĕччĕ. Руль умне хăй ларса тухса каять, тепĕр чухне ăна пулăшаканĕсем вăрăм çула тухаççĕ. Иртнинче Валентина Федотовна Новочеркасска çитсе килчĕ. Унта пирĕн салтаксен полкĕ тăрать, Муркаш тăрăхĕнчен те пур.

«Гуманитарипе пĕрре кайса курнă хыççăн тепре каймасăр чун чăтмасть. Çакна ман пек çÿрекенсем лайăх ăнланаççĕ. Салтаксене пулăшмалла, пулăшмалла татах та пулăшмалла», - терĕ вăл.      

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4