Станислав Григорьевăн паян сумлă юбилей

Категория: Главные новости Опубликовано: 19.03.2026, 09:10 Просмотров: 486

5tSKQz7oG0FMD9ZH77 BgKqvTKEwSf DGXIBfD4oP8kPs0M33M1WejQjIIsQ3UwWVAqALFm0WA5isIIMn2oGXhJD

 Ăна паллă кунпа саламлатпăр, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿ сунатпăр.

Вăл округра вĕренÿ сферин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, республика шайĕнче те хăй ертсе пынă вĕренÿ учрежденийĕсен  ĕçне çÿллĕ шая çĕкленĕ.  Йĕркелÿçĕ карьери 1987 çулта Атапайĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта пуçланнă. Хыççăн Москакасси шкулĕнче производство вĕренĕвĕн мастерĕнче, ертÿçĕре ĕçленĕ, районти çамрăк техниксен станцийĕн Москакассинчи уйрăмне ертсе пынă. Ачасене пахалăхлă пĕлÿ парса ĕçе хăнăхтарса, производствăра укçа ĕçлесе илме те вĕрентнĕ.

Муркаш лицейне ертсе пынă вăл. Республика ку енĕпе  район умне лартнă тĕллеве пурнăçланă, çурт-йĕре реконструкциленĕ, коллектива пуçтарнă, вĕренÿри ÿсĕмсем  те курăмлă пулнă.  Тăрăшулăхне кура 2001 çулта «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа чысланă.

2003 çулта  Чăвашпа Турккă  лицей-интернатне ертсе пыма шаннă. Уйрăмах лайăх вĕренекен ачасене аталантарассин проекчĕсене хутшăннă. Унăн тăрăшулăхĕпе физикăпа хими, социаллă экономика, гуманитари, математика,  музыкăпа эстетика енĕсемпе пуçласа вĕрентме тытăннă.

2008 çулта Кÿкеç поселокĕнчи  27-мĕш номерлĕ професси училищине ертсе пыма пуçланă.  2011 çулта Шупашкарти механикăпа технологи техникумне ертсе пыма тытăннă. Техникум нумай профильлĕ, нумай функциллĕ вĕренÿ заведенийĕ пулса тăнă.  «Одаренные дети» инноваци проекчĕ шайĕнче техникум студенчĕсем пĕтĕм Раççей, Халăхсем хушшинчи, республика шайĕсенчи професси ăсталăхĕн конкурсĕсенче, олимпиадăпа фестивальсенче малти вырăнсене йышăннă.  

2011, 2013, 2014 çулсенче вăл ертсе пыракан техникум «Золотая медаль «Европейское качество» конкурсăн «Раççейри чи лайăх 100 ССУЗ» номинаци  лауреачĕ пулса тăнă, 2011 çулта - «Раççейри чи лайăх техникумсем»  конкурс лауреачĕ. Пысăк ÿсĕмсем тунăшăн техникума дипломсемпе, регион ертÿçин Тав çырăвĕпе чысланă.

2011 çулта Станислав Григорьева «Çулталăкри директор - 2011»  хисеплĕ ятпа,  «2012 çулта «80 лет Гражданской обороне России» медальпе, çав çулхинех Раççей МЧСĕн хисеп палли» паллăпа чысланă. 2015 çулта «Чăваш Республикин вĕренÿ ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ»  хисеплĕ ят, «Раççей МЧСне 25 çул» медале тивĕçнĕ.  

Халĕ вара Станислав Григорьев  Муркаш округĕн «Централизациленĕ клуб системи» муниципалитет бюджет культура учрежденине ертсе пырать.  

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4