Иртнĕ канмалли кунсенче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе Юнкă, Тренккă, Шетмĕпуç ялĕсенчи хастар волонтерсене çитсе саламланă, чĕрĕ чечексемпе тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Анатолий Аксаковăн Тав çырăвĕпе чысланă. Волонтерсем хăнсене пур çĕрте те питĕ ăшшăн кĕтсе илнĕ. Юнкăра вун пиллĕккĕне чысланă. Тренккăра хĕрĕххĕн пулнă. Çавăн пекех гуманитари пулăшăвĕ валли кучченеçсем парса хăварнă. Шетмĕпуçĕнче тăхăр волонтера чысланă.
Тренккă ялĕнчи хĕрарăмсене уявпа Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Федор Степанов, СВОна хутшăннă Николай Илларионов саламланă. Ытти ветерансем те çак ĕçрен аякра юлман. Николай Аксендаровпа Сергей Худяков ветерансем Юнкăри волонтерсене саламланă. Шетмĕпуçĕнчи волонтерсем патне те уяв чыславĕ çитнĕ. Тĕл пулусене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Анатолий Аксаковăн пулăшуçи Евгений Углев хутшăннă.
Çак ялсенчи хĕрарăмсем ытти çĕрти пекех ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хÿтлĕх сеткисемпе костюмĕсем, ăшă нускисем çыхакаççĕ тата фронт валли ытти япала, посылка хатĕрлеме пулăшаççĕ. Кашни волонтер салтаксен пурнăçне çăлма тÿпе хывать, вĕсен йывăр лару-тăрăвне кăштах та пулин çăмăллатма тăрăшать.
Сентябрь 2026 |
