«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов: «Пирĕн республика – тăнăç регион»

Категория: Главные новости Опубликовано: 19.12.2025, 20:44 Просмотров: 618

555be71f25fc4bb5b1ac2549ea6a4438

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин паянхи тÿрĕ линире халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетесси, вĕсен культурипе чĕлхине малалла аталантарасси пирки каланине ырлатăп.

«Пирĕн регионта 128 халăх тата наци çынни пурăнать, ку пирĕн пуянлăхпа вăй-хăват пулса тăрать, – терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Пирĕн республика – тăнăç регион, шăпах пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни пире малалла аталанма, ÿсĕм çулĕпе утма май парать.

Çитес 2026 çула çĕршывра Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ тата республикăра Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ тесе йышăнни – питĕ тĕрĕс утăм. Нумай нациллĕ çĕршывра пирĕн халăхсен туслăхĕпе пĕрлĕхне упрамалла, малалла аталантармалла».

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4